Украинăри йăхташăмăрсем Çеçпĕл пурăннă çурта туянасшăн
Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче Украинăри чăвашсен пĕрлĕхĕсен ертÿçи Надежда Лисовая пулчĕ. Унпа издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журналĕн редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Филиппова тата "Хыпар" хаçатăн журналисчĕ Андрей Михайлов курса калаçрĕç.
Аякри çĕр çинче пурăнакан йăхташăмăр тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕсенчен пĕрин, Украина çĕрĕ çинче ĕмĕрлĕх канăç тупнă ентешĕмĕр, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшин ятне тивĕçлĕ шайра тытассишĕн нумай тăрăшнă. Халĕ ăна тепĕр ыйту, Çеçпĕлĕмĕр Остер хулинче пурăннă йывăç çурта (Евдокия Пенскаян пÿрчĕ) туянасси, пăшăрхантарать. Уйрăм çын харпăрлăхĕнче пулнăскере унăн хуçи сутлăха кăларнă иккен. Надежда Лисовая вара ăна музей валли туянса юласшăн. "Укçа пулсан кăларса тыттарăттăм, анчах çукрах", - тет вăл. Сăмах май каласан, Çеçпĕл Мишшине асăнса гранит палăк лартма та вăл хăй "кĕмĕлне" нумай хывнă. Надежда Лисовая Чăвашри усламçăсем Остёрти Çеçпĕл çуртне туянма укçа-тенкĕ тĕлĕшпе пулăшаймаççĕ-ши тет, яваплă ĕçченсемпе тĕл пулса ку ыйтăва хускатма палăртать.
Пулăшу тенĕрен, Чăваш Енре ăна "Канашсем" ентешлĕх тата Лидия Филиппова нумай пулăшнине пĕлтерет. Надежда Лисоваяпа хаçатçăна, публициста, поэта Çеçпĕл çывăхлатнă, мĕншĕн тесен Лидия Ивановна Канаш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ.
Комментировать