Куславккари кĕрт йыттисем мĕншĕн хăйсене хуçа пек туяççĕ?

7 Июн, 2017

Куславккара хуçасăр тата хуçаллă йытăсем хăйсене хуçа пекех туяççĕ. Çакна "Хыпар" хаçат журналисчĕ Роза Власова çыру йĕрĕпе кайсан хăй куçĕпе курса тĕлĕннĕ.

Ĕçтешĕмĕр асăрханă тăрăх, «Çамрăклăх» стадион таврашĕнче, Николаев, Герцен урамĕсенче, сĕт-çу завочĕн, "Теплоснаб" картишĕсенче, харпăр çуртсем вырнаçнă тăкăрлăксенче йытăсем уйрăмах йышлă. Хулари 3-мĕш шкул стадион варринче кĕрт йыттисем, 14-15 анчăк, пуçтарăннă.

Килсĕр-çуртсăр йытăсем иртен-çÿреншĕн хăрушă пулнине Николаев урамĕнче вырнаçнă «Звездочка» ача садĕнче ĕçлекенсем уйрăмах пăшăрханса каласа кăтартнă. "Ку ыйтăва хула депутачĕсенчен пухăвĕсенче те, Пĕрлехи информаци кунĕсенче те темиçе хут та çĕкленĕ. Çапкаланчăк йытăсен шучĕ пĕрех чакмасть. Иртен-çÿреншĕн питĕ хăрушă вĕсем", — тенĕ, тĕслĕхрен, садик заведующийĕ Наталья Потапова.

Куславкка хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Анатолий Аниферов ĕçтешĕмĕре "хальхи вăхăтра ку ыйтăва нимĕнле те татса параймассине" пĕлтернĕ, "мĕншĕн тесен саккунпа килĕшÿллĕн йытăсене пеме юрамасть". Чĕр чунсене вăхăтлăх тытмалли Шупашкарти пунктпа çыхăну килĕшÿ тăвасшăн тесе каланă-ха вырăнти тÿре-шара, анчах шупашкарсем "килĕшĕве алă пусасшăн мар, мĕншĕн тесен анчăксене йышăнма пăрахнă, хăйсен те ытлашшипех".

Чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен Куславккари станцин пуçлăхĕ Лариса Зотова хаçатçăна каланă тăрăх, "кил-çуртсăр йытăсене тытас енĕпе хула администрацийĕн ятарлă организацисемпе килĕшÿ тумалла. Çавăн пек организаци çукки" йывăрлăх кăларса тăратнă.  "Статистика тăрăх, çынсене çапкаланчăк анчăксем мар, килсенче пурăнакан хуçаллă анчăксемех çыртаççĕ. Йытăсене килĕсенчен кăларса яракан, шел те, нумайланчĕ. Пурте çак ыйту пирки таçта та евитлеççĕ, кăмăлсăррине пĕлтереççĕ, анчах никам та ĕçе хăй çине илесшĕн мар. Эпир алă усса лармастпăр, паян акă Сĕнтĕрвăррине шăнкăравларăм. Вĕсен çак ыйтăва пĕр сунарçă хăй çине илме килĕшнĕ. Пирĕн вара хальлĕхе ун пек çын та çук", - тенĕ выльăх тухтăрĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментировать