Кăçал 34 пин ытла çынна ĕç тупса панă
Чăваш Ен Правительствинче тунтикунсерен ирттерекен канашлура яланхи пекех пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри экономика форумне епле кайса килнипе паллаштарнă май: «Питĕ пĕлтерĕшлĕ форум. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли, çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартмалли мероприяти», — тенĕ.
Канашлăва хутшăннă "Хыпар" хаçат журналисчĕ Андрей Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтерес мероприятисем епле пурнăçланса пыни çинчен каласа панă. «Çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен 286 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ — пособисемпе стипендисем, пенси тÿлевĕсем валли. Ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсене çулталăкне 80 пин ытла çын пырать. Сăмахран, кăçал 34 пин ытла çынна ĕç тупса панă. Сусăрсен хушшинче ĕçе вырнаçас текеннисем сахал мар. Кăçал 70 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Пулăшу ыйтса 14-18 çулсенчи çамрăксем те нумаййăн килеççĕ. Кăçал ĕçе хăнăхас тата укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевлĕ 6 пин ытла яшпа хĕре ĕçе вырнаçтарнă. Хăйсен ĕçне пуçăнакансене те яланхи пекех 58,8 пин тенкĕ парса хавхалантаратпăр. 1600 çын хушма професси илнĕ», — тенĕ министр.
Канашлура ытти ыйтăва та пăхса тухнă. Çав шутра - "Чăвашавтотранс" предприятире шалу тÿлесси епле пынине те.
Комментировать