КОНКУРС: "Аваллăх саманчĕсем"
"Аваллăх саманчĕсем" — çакăн пек ят парас терĕмĕр эпир хамăрăн черетлĕ конкурса. Ăна йĕркелеме, ирттерме архиври сарăхса кайнă сăн ÿкерчĕксем хистерĕç. Шухăшлăр-ха, хисеплĕ вулаканăмăрсем, çулсем иртсе пынăçемĕн иртни, çак сăмаха калама, çырма темле йывăр пулсан та — аваллăх, манăçа тухса пырать. Анчах пурнăç тени паян кунпа кăна сăнарланмасть мар-и-ха? Темле пулсан та литература, культура, искусство тени унч¬чен те пулнă, начар мар аталаннă, вăй илнĕ. Эппин, ниепле те манма пултараймастпăр, манăçа кăлармалла мар пирĕн, паянхи тата килес ăрусен, иртнĕ саманара ырми-канми тăрăшнă, ентеш-ĕçтеш-йăхташăмăрсене те.
Шăпах иртнĕ пурнăçăн саманчĕсене куратăр эсир "Тăван Атăл" журналăн черетлĕ номерĕнче кун çути куракан икĕ сăн ÿкерчĕкре. Чăваш культурипе, литературипе, искусствипе çыхăннă епле самантсем — камсем тата мĕнле самантсем сăнарланнă-ши вĕсенче?
Хуравсене lrigel@rambler.ru электронлă адреспа кĕтетпĕр. Тĕрĕс те тулли хуравсене журналта пичетлĕпĕр.
Хисеплĕ вулакансем! Сирĕн архивра та çыравçăсен, ÿнерçĕсен, культура ĕçченĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, иртни çинчен каласа паракан ĕçсем ?сăн ÿкерчĕксем, документсем т. ыт. те. упранаççĕ пулсан, эсир те вĕсемпе пирĕн вулакансене паллаштарма пултаратăр. Кĕтетпĕр. Çырăр. Шăнкăравлăр. Редакцие кĕрсе тухăр.
Комментировать