Чăваш Енре лайăх фильмсен кинофестивалĕ уçăлнă

22 Мая, 2017

Паян Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери вуннăмĕш кинофестиваль уçăлчĕ. Ун умĕн журналистсем кинофестивалĕн программа директорĕпе Сергей Лаврентьевпа тата жюри членĕсемпе тĕл пулчĕç.

Палăртса хăварар: кăçал илемлĕ фильмсен конкурсĕн жюрине Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Кинотавр» кинофестивалĕн генеральнăй продюсерĕ Марк Рудинштейн ертсе пырĕ. Йышра çавăн пекех Раççей тава тивĕçлĕ артистки Галина Бокашевская, Юрий Потеенко композитор, Дмитрий Пиркулов продюсер тата пĕтĕм тĕнчери киноведени журналĕн — «Moveast» — йĕркелÿçи Иван Форгач /Венгри/.

Раççей тата Венгри кинематографĕн мэтрĕсем тĕп конкурса тăратнă çак ĕçсене хак парĕç: «Человек из будущего» /Роман Артемьев/, «Психи» /Алексей Китайцев/, «Я умею вязать» /Надежда Степанова/, «Прикосновение ветра» /Ольга Веремеева, Елена Демидова/, «Завтра утром» /Андрей Майвер, Дарья Крылова/, «Его дочь» /Татьяна Эверестова/, «Костер на ветру» /Дмитрий Давыдов/, «Атанын кэрээзи» /Завещание отца/ /Кăркăсстан, Бакыт Мукул, Дастан Жапаруулу/, «Иван» /Алена Давыдова/, «Тень» /Дмитрий Светозаров/, «Чума в ауле Каратас» /Казахстан, Адильхан Ержанов/.

Ытти çулти пекех, регион фильмĕсен конкурсне те жюри членĕсем пахалĕç. Ходжакули Нарлиев /Туркменистан/ режиссер, сценарист, Мая-Гозель Аймедова актриса /Туркменистан/, Степан Бурнашев режиссер /Раççей, Саха-Якути/ асăннă конкурса тăратнă Саха-Якути, Чăваш, Пушкăрт, Хакас, Франци, Удмурт, Тутарстан режиссерĕсен ĕçĕсене хаклĕç.

Сергей ЛАВРЕНТЬЕВ, кинофестивалĕн программа директорĕ:

Вуннăмĕш фестивале те çитсе тăтăмăр. Кашниех малтанхинчен уйрăлса тăрать. Сăмах май, Шупашкарти кинофестивальрен аталанса кайнисем те пур. Сăмахран, Саха-Якутири Степан Бурнашев темиçе çул каялла хăйĕн ĕçĕпе регион фильмĕсен конкурсне хутшăнчĕ. Унта çĕнтерчĕ те илемлĕ фильмсен конкурсне хутшăнма пултарчĕ, халĕ акă хăй — асăннă конкурсăн жюри членĕ. Ăна Шупашкар çыннисем, кунта кино ÿкерекенсем лайăх пĕлеççĕ. Вăл кашнинчех хăйĕн опычĕпе паллаштарать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать