Паян Чăваш Ен Атăл кунне хутшăнса юханшыв хĕррисене тасатнă

20 Мая, 2017

Паян пĕтĕм Раççейри пекех пирĕн республикăра та Атăл кунĕ иртрĕ. Атăл çуралнă куна Шупашкарта 200 ытла çын хутшăнчĕ. Европăри чи вăрăм юханшыва, унăн тăршшĕ 3538 км, тасатмалли акцие ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ. Мероприятие Александр Коршунов министр та хутшăнчĕ.

Акцие çавăн пекех Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем, çут çанталăка юратакансем, шкул ачисем, пурĕ 200 ытла çын, тухрĕç. Вĕсем икă ушкăна пайланса: пĕрисем Аталăн çÿл еннелле, теприсем – анаталла, ĕçе кÿлĕнчăç. Сăмах май, паян районсенче те Атăл кунĕ ячĕпе акцие тухса вырăнти юханшыв хĕррисене тасатнă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать