Куславккасене хуçасăр йытăсем пăшăрхантараççĕ

17 Мая, 2017

Паян Чăваш Енре йăлана кĕнĕ йĕркепе Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта "хыпарçăсем" те яланхиллех хастар хутшăннă. "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев Куславкка хулинче тата  ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă, вĕсен нуши-терчĕпе, савăнăçĕ-хавасланăвĕпе паллашнă. Тата, паллах, республика шайĕнче пулса иртекен çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартнă.

 Дмитрий Андреевич пĕлтернĕ тăрăх, хулара пурăнакансене хуçacăp йытăсем çaв тери йышланни, вěceм выльăxa та тапăнма тытăнни пăшăрхантарать. Больницăра медицина ěçченěcем çитменни те халăха хумхантарать. "Xулипе те 2 педиатр кăна, ача-пăча стоматологě пачах çyк. Шăл кăларттарма Шупашкара кайма тивет", - пěлтернě ашшě-амăшě тěлпулура. Ку ыйтусене вырăнтисем епле татса панине "Хыпар" ИÇ сăнаса тăрĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать