Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче халăхран йышăннă ыйтусен хуравĕсем

17 Мая, 2017

- Çуралнă чухнех чĕре ĕçĕ тĕлĕшпе кăлтăклă ачасене консультаци илме те Хусана, Пензăна илсе çÿреме тивет. Çак профильпе медицина специалисчĕсем çынсене хăçан Шупашкартах йышăнма пуçлĕç?

Улатăр хулинче пурăнакансем.

- Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви çапла пĕлтерет: ачасене федераци клиникисене ярассине РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Пациентсене вĕсене сăнаса тăракан медицина организацийĕсенчи врачсен комиссийĕсем суйласа илеççĕ. Кардиохирурги енĕпе коррекци тăвассине ачасен штатра тăман тĕп специалисчĕсем татса параççĕ. Ачасем тĕлĕшпе кардиохирургсенчен консультаци илес ыйтупа ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин ачасен штатра тăман тĕп специалисчĕпе А.Т.Тимукова кардиологпа çыхăнма сĕнеççĕ.

Пирĕн ялта клуб тăвас ыйтăва татса памашкăн ыйтатпăр.

Элĕк районĕнчи Çулавăç ялĕнче пурăнакансем.

- ЧР Культура министерствинчен çакăн пек хурав илтĕмĕр: ялсенче культура çурчĕсем тума укçа уйăрассине вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем суйласа илнĕ строительство проекчĕсен конкурсне ирттерсе татса параççĕ. Йĕркепе килĕшÿллĕн кашни районтан пĕр проектран ытла мар тăратмалла. Конкурс ирттерсе суйласа илнĕ проект валли уйăрмалли укçа 15 миллион тенкĕрен иртмелле мар. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.