Хăраман, министра парăнман

17 Мая, 2017

Чăваш Республикин Судьясен канашне йĕркеленĕренпе кĕçех 25 çул çитет. Унăн пĕлтерĕшĕ суд тытăмĕшĕн, саккунлăха çирĕплетес тĕлĕшпе чăннипех пысăк. Йĕркеленÿ-аталану тапхăрĕ вара ансат пулман. Çав вăхăт пирки хисеплĕ отставкăри судьяран, «Судебный вестник Чувашии» журналăн тĕп редакторĕнчен Вячеслав СТЕПАНОВРАН (сăн ÿкерчĕкре), Судьясен канашне 1996-1999 çулсенче ертсе пынăскертен, ыйтса пĕлтĕмĕр.

— Пире, Судьясен канашĕн ултă судьяран тăракан çĕнĕ йышне, виçĕ çуллăха 1996 çулхи чÿк уйăхĕнче ЧР Судьясен черетлĕ конференцийĕнче суйларĕç, — аса илчĕ Вячеслав Павлович. — Мана, ЧР Аслă сучĕн судйине, председатель пулма шанчĕç.

Суд тытăмĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ реформăсене кура çав вăхăт пирки истори пĕлтерĕшлĕ тапхăр теме пулать. Ун чух судсем ĕç тăвакан влаçăн — РФ Юстици министерствин тата унăн вырăнсенчи органĕсен — диктатĕнчен хăтăлчĕç. Судсен ĕçне йĕркелÿ енĕпе тивĕçтерме Аслă суд çумĕнче Суд департаментне туса хучĕç, регионсенче унăн подразделенийĕсене йĕркелерĕç. Çавăн пекех Суд приставĕсен служби çуралчĕ, РФ миравай судьясем çинчен калакан саккунне, Чăваш Енĕн çакнашкал саккунне йышăнчĕç — çакă, паллах, Судьясен канашĕн ĕçне те витĕм кÿнĕ.

Сăпайсăр тесе ан калăр, анчах пирĕн канаш ĕçĕ чăннипех пултарулăхпа çыхăннăччĕ, çав вăхăт ыйтнине тивĕçтернĕ — хăш-пĕр самант пирки тĕплĕнрех каласа парам. Ĕçе пуçăнтăмăр та — судьясен çак пĕрлĕхĕн Положенийĕ те çук иккен. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.