Правительство ларăвĕнче эрех сутакансене сăмах лекнĕ

15 Мая, 2017

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе ирттерекен паянхи канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Канашлăвăн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва та çак тĕллевпе çыхăнтарма пулать. Спиртлă шĕвексен саккунсăр суту-илĕвĕ çемьесенчи тăнăçлăха хавшатать-çке.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, апат-çимĕç мар спиртлă шĕвексен вак суту-илĕвне чарнă пулин те вырăнсенчи ĕç-пуçпа интересленнĕ май «фанфуриксем» сутлăхра çав-çавах пуррине çирĕплетнĕ. «Çакна чиновниксем те кураççĕ ĕнтĕ...» — влаç представителĕсене тĕртсе илчĕ регион ертÿçи.

Алкоголь продукцийĕ сутма лицензи паракан тытăм — Экономика аталанăвĕн министерстви. Халăх «фанфуриксем» пирки тарăхса калаçнине аса илтернĕ май Михаил Игнатьев Экономика аталанăвĕн министерстви саккуна пăсакансемпе ĕçлесе çитерейменнин сăлтавне те систерчĕ: «Эппин, эсир вĕсемпе туслă... Пирĕн Патшалăх Думинче, Федераци Канашĕнче хамăрăн представительсем пур — саккунсене улшăнусем кĕртмешкĕн вĕсемпе çыхăнса пуçару тумашкăн кам чарать?»

Пĕлтĕр 746 тĕрĕслев ирттерсе 23 тытăма спиртлă шĕвексем сутмалли лицензи пама хирĕçлени, 17 организацие пĕтĕмпе 2,5 миллион тенкĕлĕх штрафланă. Ытти тытăм та кĕрĕк арки йăваласа ларман.

Канашлăва «фанфуриксем» сутнине тупса палăртнă «Тĕп хулари фармаци компанийĕ» тата «Глобал-Фарм» ОООсен ертÿçисене те чĕннĕ. «Бизнесăра аталантарăр — эмел сутăр. «Фанфуриксем» сутса миллионсем ĕçлесе илейместĕр. Пирĕн сире витĕм кÿмешкĕн вăй çителĕклĕ. Сирĕн аптекăсене хупсан çынсем тав тăвĕç кăна», — терĕ вĕсене Михаил Игнатьев.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать