Çамрăксен çара каяс килтĕр

28 Апр, 2017

Раççей Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» указĕсенчен пĕри — «Раççей Федерацийĕнче çар службине малашне те лайăхлатасси çинчен». Унта пĕтĕмпе 12 хушу палăртнă.

Ку указра Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен, ытти çарăн, çар йĕркеленĕвĕсемпе органĕсен çар служащийĕсене пурăнмалли кĕтеспе туллин тивĕçтермеллине, служба çурт-йĕрĕн фондне йĕркелемеллине асăннă. Унтах çар çыннисен укçине экономикăн ертсе пыракан организацийĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕн шайĕнчен кая мар çирĕплетмеллине каланă. «Çар службинчен хăтарнă граждансен пенсийĕсене çулсеренех, инфляци шайĕнчен 2 процентран кая мар, пысăклатмалла. Çар службине контрактпа каякансен шутне çулсеренех, пилĕк çулта 50 пин çынран кая мар, ÿстермелле», — тенĕ çав документра. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.