100 çул пурăннă мăн-мăн маçакĕ çинчен те пĕлет
Сергей Вазин «Манăн ратне» тĕпчевĕпе республикăри конкурсра çĕнтернĕ.
Йăх-несĕл йывăççине нумай туратлă тăвас тесен чылай тĕпчемелле. Генеалогипе кăсăкланса самай курăмлă ĕç пурнăçланă çынсене сахал мар тĕл пулнă. Ку хутĕнче йăх-тымарне 300 ытла çын таран тĕпченĕ ĕçĕн авторĕ 6-мĕш класра вĕренекен пулнине пĕлтĕм те — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Виçĕ метр тăршшĕ хут тĕрки çине несĕл йывăççине ÿкернĕ маттур ачапа паллашма вăл пурăнакан яла, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркассине, вĕçтертĕм. Малалла вулас...
Комментировать