Чăваш Енпе паян тĕнче паллашать

24 Апр, 2017

Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Йышăну çуртĕнче паян Чăваш Ен презентацийĕ уçăлнă. Унта РФ ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Республикăн тулаш экономика çыхăнăвĕсене, Чăваш Енĕн тĕнче шайĕнчи ырă имиджне çирĕплетес, пирĕн регион инвестици хывма, бизнеса аталантарма хăтлă регион пулнине кăтартас тĕллевĕллĕ мероприятие Раççейре аккредитациленнĕ дипломати корпусĕн хĕрĕх ытла представительне кĕтнине "Хыпар" ИÇ маларах пĕлтернĕччĕ. Çав шутра, аса илтерер, - Австри, Албани, Армени, Израиль, Кипр, Кăркăсстан, Куба, Норвеги, Сенегал, Серби, Франци дипломачĕсене.

  • Раççей ют çĕршыв ĕçĕсен официаллă представителĕ Мария Захарова ТАСС информаци агентствине пĕлтернĕ тăрăх, регионсене ют çĕршыв партнерĕсемпе тата бизнесменсемпе туслă çыхăну йĕркелеме пулăшакан мероприятисене ведомство 2007 çултанпа йĕркелет. Министерство пулăшнипе маларах Владимир, Челябинск, Омск, Тюмень облаçĕсен тата Кăнтăр Урал презентацийĕсем иртнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать