Тимлĕх ыйтать Çĕр-аннемĕр!
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксен тăпра пахалăхĕпе ӳсен-тăран мĕнле пуласси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тата ытти отрасль епле аталанасси тӳрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та çĕршывăн çак пуянлăхне уйрăмах упрамалли пирки нимĕнле ыйту та, иккĕленӳ те пулмалла мар.
Сиен — миллион-миллион тенкĕлĕх
Паян — Раççее апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине тата ют çĕршыв продукцине хамăрăннипе улăштарассине малти вырăна кăларнă вăхăтра — тăпра пулăхлăхне упраса хăварас ыйту уйрăмах çивĕч. 2007 çултанпа асăннă категорие кĕртнĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине Россельхознадзор сăнаса-пăхса-тĕрĕслесе тăрать.
Пĕлтĕр кăна Чăваш Енре пулăхлă 84 пин ытла гектар тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕ. Сахал-и ку, нумай-и, анчах тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттернĕ май йĕркене пăснă 306 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Çĕре юхăнтарсах янă тĕслĕхсем пушшех шухăша яраççĕ. Çĕр патшалăх надзорĕн пуçлăхĕн заместителĕ Раиса Петрова каланă тăрăх — пĕлтĕр пĕтĕмпе 1,3 гектар çĕр 13,7 миллион ытла тенкĕлĕх сиенленнине çирĕплетнĕ. Малалла вулас...
Комментировать