Зоя РОМАНОВА: «Хветĕр Уяра куçару ĕçĕнчи хреснаттем тесе шутлатăп…»
Чăваш Республикин литературăпа искусствăри ĕçсемшĕн паракан патшалăх премине илме 2016 çулшăн Зоя Романовăна /Филипповăна/ Хветĕр Уярăн икĕ кĕнекерен тăракан «Шурча таврашĕнче» романне вырăсла куçарнăшăн тăратнă. Роман 2012 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Близ Акрамова» ятпа пичетленсе тухнăччĕ.
50 çул хушшинче нумай-нумай чăваш çыравçин хайлавĕсене вырăс чĕлхипе çĕнĕ пурнăç парнеленĕ паллă куçаруçа Хветĕр Уярăн икĕ томлă романне мĕнле куçарни çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
— Зоя Васильевна, Хветĕр Уярпа ĕçлесси мĕнрен пуçланчĕ?
— Чăн малтанах çакна каласшăн: Федор Ермилович Уяр — манăн куçару ĕçĕнчи чи пĕрремĕш вĕрентекен те, хавхалантаракан та. 1965-1966 çулсенче эпĕ Чăваш кĕнеке издательствинче вырăс кăларăмĕсен редактор-стилисчĕ пулса ĕçлеттĕм. Ман алла Г.Харлампьевăн ачасем валли çырнă кĕнеки лекрĕ, куçараканĕ Мускавранччĕ. Пĕр калавĕнче «хурăн йывăçĕнчен хыр йĕкеллисем тăкăнатчĕç» тата ытти çавăн йышши «илемлĕхсем» лăк тулличчĕ… Кĕнекене кăштах та пулин йĕркене кĕртес тĕллевпе Герасим Дмитриевичран чăвашлине ыйтса илтĕм те вырăсла çĕнĕрен куçартăм теме те пулать. Мана, паллах, куçаруçă тесе мар, редактор тесе кăтартрĕç. Издательствăра вăл вăхăтра Ф.Уяр аслă редакторта ĕçлетчĕ. Вăл эпĕ чăвашларан тӳрех вырăсла куçарма пултарнине курсан хăйĕн «Кăмака юсани» калавне куçарса пăхма сĕнчĕ. Куçару ăна килĕшрĕ пулмалла, ырларĕ, малалла та ку енĕпе ĕçлеме сĕнчĕ. Манран куçаруçă пулма пултарассине чи малтан вăл асăрхарĕ, ĕçĕмсемпе кăсăклансах тăчĕ, хăйĕн калавĕсене, çулçӳрев очеркĕсене куçарма паратчĕ. Пĕррехинче вăл мана «Шурча таврашĕнче» дилогин пĕрремĕш романне — «Танатана» куçарма шанса пачĕ. Çапла вара эпĕ Уяра чăннипех та хамăн куçару ĕçĕнчи хреснаттем тесе шутлатăп.
— «Танатана» унччен те вырăсла куçарнă вĕт-ха. Вăл Шупашкарта та, Мускавра та пичетленнĕ. Йывăр пулмарĕ-и, хăратмарĕ-и пĕрре куçарса кăларнă романа тепĕр хут алла тытма? Малалла вулас...
Комментировать