Киров çывăхĕнче шар курнисене пулăшнине республика ертÿçисем тĕрĕслесе тăрĕç

17 Апр, 2017

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче "Киров-Советск" автоçул çинче пĕчĕк автобус инкеке лекнĕ. Авари Киров хулинчен 16 километрта ирхи 3 сехет иртсен пулнă. Аманнисен шутĕнче Чăваш Енре пурăнакансем те пур. Инкекре Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă 58 çулти арçын вилнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн сывлăх сыхлав министрне Владимир Викторова шар курнисемпе вĕсен çывăх çыннисене медицина тата психологи пулăшăвĕ панине тĕрĕслесе тăма хушнă. Вилнĕ çынна тăван хулана илсе килме транспорт уйăрма каланă.

Киров облаçĕнчи йĕрке хуралçисем пĕлтернĕ тăрăх, "Форд Транзит" пĕчĕк автобуспа "Мерседес Спринтер" çапăннă. Малтанласа шухăшланă тăрăх, айăпли - "Мерседес Спринтер". Вăл хирĕç çул çине тухса Чăваш Енрен каякан пĕчĕк автобуспа çапăннă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать