Гиннесс кĕнекине кĕме пултарнă чăваш

11 Апр, 2017

Шăмăршă салинче пурăнакан Владимир Шуряковăн çуртне иртен-каян хăвăртах шыраса тупаять: пÿрт çине «Кунта Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ пурăнать» тесе çырса хунă. Пур-пĕрех 72-ри спорт ветеранĕ мана кĕтсе илме çул хĕрринех тухнă.

Аллине те тăм тивтернĕ

— Владимир Петрович, эсир Энтриелте çуралса ÿснĕ. Шăмăршă ялĕнче тахçантанпах пурăнатăр-и?

— Кунта пурăнма куçни 50 çул та иртрĕ. Шкул хыççăн пĕлĕшĕм йыхравланипе Тюмене тухса кайрăм. Аякри хулара 1963-1965 çулсенче çул-йĕрпе автомобиль техникумĕнче автомеханике вĕрентĕм. Техникăна юрататтăм. Ун чухне машина-тракторпа çÿрекен хисепреччĕ. Вĕренсе тухсан тăван тăрăха таврăнтăм, районти ĕç тăвакан комитета водителе вырнаçрăм. Мана финанс пайне çирĕплетрĕç. Исполкомра ĕçлекенсене ГАЗ-69 автомобильпе илсе çÿреттĕм. Эрнере хулана 2-3 хутчен кайса килеттĕмĕр. Пĕр канмасăр ĕçлеме тиветчĕ. Унта 13 çул ĕçленĕ хыççăн пушар чаçне куçрăм. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.