Куравра – кĕмĕл тумлă халăхăн тупри

31 Мар, 2017

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче регионсен хушшинчи «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ.

Конкурс тупăшу мар, чăваш тумĕн пĕрлехи пысăк уявĕ пулса тăчĕ темелле-тĕр. Вăл институт фойинче йĕркеленĕ пысăк куравпа уçăлчĕ. Кунта республикăмăрăн мĕнпур районĕнчен, Мурманск, Самар, Оренбург, Иркутск облаçĕсенчен, Пушкăртстанран, Крымран чăвашсем хăйсен тăрăхĕнчи тумтирне, кил-тĕрĕшре усă куракан япалисене илсе килнĕ. Хушпу-теветрен, кĕпе-йĕмрен пуçласа алшăлли, пукане çи-пуçĕ таранах курса киленме май пулчĕ. Халăхăмăрăн тумтирне унччен те курнă, унăн сумне-хаклăхне те пĕлеттĕм, кунта вара чăн кĕмĕл чăнкăртатăвĕ, çĕвĕ-тĕрĕ пуянлăхĕ чунăма пăлхатрĕ. Самартан çитнĕ ушкăнри Лидия Микушкина хăйпе илсе килнĕ кĕпине 150 çула яхăн каялла хатĕрленине палăртрĕ. Ăна 5 ăру тирпейлĕн упраса ламран лама парса пынă. «Пирĕн тăрăхра коллективизаци вăхăтĕнче, вăрçă çулĕсенче чăваш тумтирне мĕн чухлĕ тĕп туман-ши? Манăн ват кукамайăн килне те пĕрре мар ухтарнă. Мĕн алла лекнĕ — çавна йăтса тухса кайнă. Хаклă кĕпине кукамай çирен хывмасăр çӳренĕ. Ăна çиелтен тепĕр ансат кĕпе тăхăнса пытарнă», — каласа тĕлĕнтерчĕ вăл.

Иртнĕ ĕмĕрти асар-писер саманара сахал мар çемье хур курнă. Çĕнĕ ăру валли чăвашăн чăн пуянлăхне «кăмакан хăрăм шăтăкĕнче» те пулин упраса хăварма май тупнисемшĕн савăнтăм. Вĕсен чунĕ чулланса хытманнипе чăвашăн капашсăр пысăк туприне кашниех курса киленме, тытса пăхма пултарчĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.