Чăваш ялĕнче те йăмра сахалланчĕ

21 Мар, 2017

Хăва çут çанталăк чĕрĕлĕвне кăтартать. Тухăçра вăл хĕрарăм юратăвĕн чечекленĕвне палăртать, Тибетра ăна пурнăç йывăçĕ пек хаклаççĕ. Кăчкă йывăçĕ чечеке ларнине чăвашсем çуркунне хĕле çĕнтернĕ паллă пек йышăнаççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсен чиркÿ уявĕ те хăвапа çыхăннă: Мăнкун умĕнхи вырсарникун Кăчкă праçникне уявлатпăр. Хăва — Раççейре ака уйăхĕнче пуринчен малтан чечеке ларакан йывăç.

Тĕнчере — 350 тĕрлĕ хăва. Вĕсен йышне несĕлĕмĕрсем мĕн авалтан кăмăлланă йăмра та кĕрет. Вăл та тĕрлĕрен пулать. Раççейре хăва йышши 100 яхăн тĕрлĕ йывăç пуррине палăртаççĕ. Чăваш Енре 20 тĕрли сарăлнă. Йышлăраххи — сăрă, шурă, сарă йăмра, хĕрлĕ хăва. Манăн шухăшпа, йăмрана Чăваш Ен паллисен шутне те кĕртме пулать.

Йăмра... Вăл — хÿтĕлевçĕ те, сиплевçĕ те, тĕрек те... Ватă йăмра усал-тĕселе, инкек-синкеке сирет, вăй парать. Çуллахи кунсенче типшартан, вут-çулăмран сыхлать. Кĕрпе хĕл кунĕсенче сивĕ çилтен упранма май парать. Çуркунне чи малтан кăчкă çурса кăларать. Халăх ăна сума суни куçкĕрет. Ахальтен-им асăннă йывăçпа çыхăннă ваттисен сăмахĕ те чылай: «Йăмра ялта ÿсет, çирĕк — çырмара», «Йăмра яштака мар, лаштрака ÿсет», «Йăмра çулçи йăмра çинче илемлĕ»... Ăна хайлавра та, халап-юмахра та, сăвăра та асăнмасăр хăвармаççĕ. Ача чухне Куçма Турханăн «Йăмраллă ял» кĕнекине юратса вулани те асрах.

Тăван халăх йăмрана хисеплет пулин те унпа çыхăннă ял ячĕ çукки кăштах тĕлĕнтерет. Чăваш Енре — 1700 яхăн ял. Вĕсен йышĕнче вара Йăмраллă, Йăмракасси йышшисем çук. Тутар Республикинчи чăваш ялĕсен ячĕсене юриех тишкертĕм: Йĕлмеллĕ, Çĕмĕртлĕ, Паланлă, Хырлăх... Темĕнле йывăçа та аса илнĕ, анчах йăмрана маннă. Чăвашсем йывăçсене авал лайăххисен тата начаррисен шутне кĕртнĕ. Лайăххисем /вĕсене Турă хÿтĕлет тесе ĕненнĕ/ — юман, шĕшкĕ, йăмра, хыр, чăрăш, улмуççи... Начаррисем /вĕсен Усал хуçа/ — шăлан, йытă çĕмĕрчĕ тата ытти те. Çакна шута илсе йăхташăмăрсем çурт умне йăмра лартаççĕ, ăвăспа тирекрен асăрханаççĕ. Ял хушшинче йывăç лартассин хăйĕн йĕрки-курки пур. Алă айне хăшĕ лекет — çавна лартмаççĕ чăвашсем. Пÿрт умĕнче хыр, чăрăш ÿстерни арçыннăн кун-çулне йывăрлатать, ĕмĕрне кĕскетет-мĕн, хурăн вара хĕрарăмăн шăпи хурлăхлă пулассине систерет. Çавăнпа ялта ытларах йăмра, пилеш, çăка лартма тăрăшнă. Уйрăмах йăмрана ял йывăçĕ тенĕ. Юманпа хыр — арçын, çăкапа хурăна, йăмрана хĕрарăм йывăçĕсен шутне кĕртетпĕр. Хăва вара — хĕр. Йăмра — арçыншăн та, хĕрарăмшăн та, ватти-вĕттишĕн те паха. Кăмăл пусăрăнчăк чухне лаштра йăмра çумне тайăнатăн та пĕтĕм тунсăх сирĕлет. Пĕр-пĕрне савакан хĕрпе каччăн вăрттăн пăшăлтатăвне те вăлах тăнлать. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.