Тĕрĕсĕр чăваш çунатсăр кайăк пекех

14 Мар, 2017

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, тĕрĕ тĕрлес, пир тĕртес ĕç вĕçенкайăкăн икĕ çуначĕ пекех пулнă. Çунатсăр кайăк вĕçеймест, асăннă промысласемсĕр халăх искусстви те çук. Паллах, çав вăхăтрах ытти ремесла та аталанса пынă-ха, çапах çак «икĕ çунат» пур енĕпе те палăрса тăнă. Авалхи тĕрĕ ăстисем хăйсен тĕррисенче юрăсем хывнă, пурнăçа мухтанă.

«Тĕрĕ пĕтсен тымар татăлать...» — çапла каланăччĕ пĕррехинче чăваш тĕррин ăсти Мария Симакова. Ахаль çын сăмахĕсем мар çаксем. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнăскер кашни çĕвве ăнланать.

Пирĕн пĕрремĕш тĕлпулу çирĕм çул каяллах пулнăччĕ. Мария Васильевна ун чухне халăх пултарулăхĕн республикăри ăслăлăхпа меслет центрĕнче ĕçлетчĕ. Унăн хăйĕн пĕчĕк пÿлĕм пурччĕ. Унти чи пысăк пуянлăхĕ те тĕрĕ тĕртмелли икĕ каркăч — станокĕччĕ пулас. Шăпах çав каркăчсем пулăшнипе тата Мария Васильевна тăрăшнипе кунта чăваш тĕрри пурăнатчĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха çакна? ЧР культура министрĕ Константин Яковлев иртнĕ çул вĕçĕнче пĕр ларура Халăх пултарулăх çурчĕн ĕç-хĕлне сÿтсе явнă май вăл халăхăн авалхи йăли-йĕркине, çав шутра чăваш тĕррине те, чĕртсе аталантарас, халăхра сарас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине палăртнăччĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.