Шурă туфлиллĕ çамрăк репортер, e Экзамен шайĕнчи пĕрремĕш командировка

3 Мар, 2017

Камшăн мĕнле пулĕ те — манăн шухăшпа, журналист профессийĕ пек кăсăкли тĕнчере урăх çук. Мĕнле кăна лару-тăрăва лексе мĕн кăна курмасть, кампа кăна паллашмасть журналист. Професси витĕмĕпе пурнăçа çапла ытларах та ытларах ăнланса, чунпа пуянланса, ăспа çивĕчленсе пырать. Хаçат-журнал производствинче тăрăшать-и, телекурав тытăмĕнче вăй хурать-и, радиокăларăмсем ертсе пырать-и вăл — кашни хутлăхрах ĕçĕ интереслĕ. Нихăçан манăçми самантсем вара кашни журналистăн асĕнчех — темĕн чухлĕ. Çак йĕркесен авторĕн те вĕсем самай хулăн кун кĕнекилĕхех пухăнчĕç.

ЧПУра вĕреннĕ чухне пирĕн, чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче журналистика специализацийĕпе пĕлÿ илекенсен, çуллахи тапхăрта производство практики витĕр тухмаллаччĕ. Пĕрле вĕреннĕ хĕр тусăмпа Лариса Ивановăпа виççĕмĕш курсра Чăвашрадио кăларăмĕсемпе кăсăкланма пуçланă май унти ертÿлĕхрен çулла практикăна йышăнма ирĕк илтĕмĕр. Пирĕн сасăсене тĕрĕслерĕç те — радио валли юрăхлă тесе пĕлтерчĕç.

Çуллахи вăхăтра ял хуçалăх тытăмĕнче ĕç вĕресе тăнине кура иксĕмĕре те ял хуçалăх пайне çирĕплетрĕç. Леонид Ильинпа Юрий Никифоров журналистсем /хăйсен ĕçне чунпа парăннă ĕçтешĕмĕрсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр/ хапăлласах йышăнчĕç, радиожурналист ĕçĕн спецификипе паллаштарчĕç. Пĕр-икĕ кун иртрĕ-и — Леонид Иванович пире командировкăна кайма сĕнчĕ: «Машина пур, репортер — тĕрĕс-тĕкелех, çула май ыйту çуралас тăк пĕрле çула тухакан Таисия Андреева журналистран пулăшу ыйтма ан именĕр». Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.