«Ырă çынсем хуçăлма памарĕç…»

3 Мар, 2017

"Сусăрсем пурнăçăн кашни самантне хаклама пĕлеççĕ, тĕллевĕсене çĕнсе илессишĕн чăрмавсене пăхмасăр малалла ăнтăлаççĕ", — тенине илтнĕ кăна мар, хам та курса ĕненнĕ.

Çын хушшинче чун çирĕпленет

"Çапли çапла-ха, ачаранпа инвалид шутланакансем чăннипех çирĕп кăмăллă. Эпĕ вара кĕтмен инкеке пула сусăр кÿми çине лартăм та малтанхи вăхăтра çухалсах кайрăм. Мăшăрăм пулăшнипе, ачасем куçран пăхнипе майĕпен вăй илтĕм, хевтесĕр пулсан та халсăр маррине хама ĕнентертĕм, обществăра ман валли те вырăн пуррине туйса илтĕм", — тенĕччĕ темиçе çул каялла республикăри ятлă-сумлă çынсенчен пĕри.

Валерий Петров та çут тĕнчене сывă та таса килнĕ, ашшĕ-амăшне савăнтарнă. 20 çулта вара сĕм суккăр пулса юлнă тата сулахай урине протезпа улăштарнă.

…Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин республикăри организацийĕн "Энергия" вĕрентÿпе производство предприятийĕ паянхи рынок саманинче те пахалăхлă тавар кăларать. Конкуренци пысăкки сисĕнет паллах. Çапах та унăн продукцийĕпе — газ чĕртмелли хатĕрпе, электроприборсене розеткăпа çыхăнтармалли шнур тăсăмĕсемпе — пурте усă куратпăр. Унсăр пуçне Киров, Чулхула тăрăхĕсене сахал мар ăсатаççĕ вĕсене. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.