Типшĕм Сашук ÿт-пĕвне пиçĕхтернĕ, Кузнецова сивĕ шывпа чÿхеннĕ

2 Мар, 2017

Урамра çуркунне хуçаланма тытăнчĕ. Хĕвел куçа йăмăхтарать. Çынсем кĕрĕкне, ăшă курткине хывма васкаççĕ. Кăçал юр нумай çурĕ те, çавăнпа чылайăшĕ çуркуннене кĕтсе ывăнчĕ пулĕ. «Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ», — теççĕ. Çак çуркунне кашнин пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртессе, кăмăлне çĕклессе шанас килет. Эпир вара çăлтăрсен Инстаграмри страницисене малалла тишкерĕпĕр. Хĕллен юлашки кунĕсем вĕсен асĕнче мĕнпе çырăнса юлнă-ши?

Халĕ Инстаграмра страницăна «çырăннисемпе» тÿрĕ эфир ирттерме пулать. Кун валли мĕн тумалла тетĕр-и? Ятарлă пускăча пусмалла та — вçо! Эсир — эфирта. Хăть мĕн çинчен калаç, сÿпĕлтет, вăрттăнлăхсене пĕлтер. Эфира тухрăн тăк сана пурте кураççĕ, чатра комментари хăварма, ыйту пама пултараççĕ. Çак ятарлă функципе чăваш эстрада çăлтăрĕсем те усă кураççĕ. Акă темиçе кун каялла Алексей Московский эфира тухсан ăна 794 çын пăхнă. Унран ытти артист та юлмасть. Типшĕм Сашук, сăмахран, тÿрĕ эфира тухнине çирĕплетсе Инстаграмри хăйĕн страницине сăнÿкерчĕк вырнаçтарнă. «Мунча», «Укçа», «Айфон» тата ытти юрра куракан патне илсе çитернĕ юрăç харăсах ноутбукпа, планшетпа, телефонпа усă курса Интернетра ларать. Вăт технологисем ăçта çитрĕç! Тĕрĕссипе, Елчĕк районĕн арĕ страницине кашни кун тенĕ пекех сăнÿкерчĕксемпе пуянлатать. Видео та чылай унăн. Вĕсем пĕр-пĕр мероприятирен е уявран, концертран. Çак кунсенче Типшĕм Сашук ывăлне Андрея ÿкерсе Инстаграма вырнаçтарнă. Пĕчĕкскер çĕнĕ юрă çыртарнă. Пултаруллăскер президент пулăп тесе юрлать! «Юрă çыртартăмăр — гонорар ĕçлесе илтĕмĕр. Акă çĕнĕ лего», — çапла çырнă ашшĕ Андрей теттепе ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕк айне. Арçын ачан çĕнĕ юррине Типшĕм Сашук çитес вăхăтра йĕркелекен концертра илтме май пулĕ иккен. Юрă çыртарма çеç мар, спорт валли вăхăт тупма та пултарать Александр. «Паян, атьсем, бассейн. Ыран — тренажер залĕ. Веçех — графикпе», — çапла çырнă вăл черетлĕ сăнÿкерчĕк айне. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.