«Каяш пирĕн нумай!»
Радио-телекурав та вĕçĕмсĕр хыпарлать, хаçатсем те час-часах çыраççĕ — Чăваш Ен влаçĕсен тĕрлĕ каяшпа, тасалăхшăн кĕрешессипе çыхăннă çитĕнĕвĕсем пирки паян куçсăр-хăлхасăр çын кăна пĕлмест пуль. Пысăк пуçлăхсем «апла тăватпăр, капла турăмăр» тени тепĕр чух, тен, мухтаннăрах та илтĕнет-тĕр, çапах республика экологи енĕпе курăмлă ĕç тунине паян Мускав та, ытти регион представителĕсем те палăртаççĕ. Паллах, сăлтавсăр мар. Çапах лăпланма иртереххи те куçкĕрет — çакна, тепĕр тесен, влаçсем хăйсем те йышăнаççĕ.
2017 çула çĕршывра Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерни ăнсăртран мар вĕт. Специалистсем шутласа палăртнă: кашни çын çулталăкра вăтамран йăлари хытă 445 килограмм каяш кăларса пăрахать — хутран пуçласа кĕленче-пластик таранах. Пирĕн çĕршывра свалкăсен лаптăкĕ çуллен Мускавпа Санкт-Петербург пĕрле йышăнакан территори чухлĕ пысăкланса пырать.
Экологи çулталăкĕнче Раççейре каяшсен ыйтăвĕпе çине тăрса ĕçлеме палăртнине кура «тинех пăр тапранчĕ» теме юрать-тĕр. Мероприятисен планне Чăваш Республикинче пурнăçламалли пысăк виçĕ проект та кĕни пушшех савăнтарать. Çав шутра — Шупашкарти йăлари хытă каяшсен свалкин рекультивацийĕ, Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан биологи сооруженийĕсен виççĕмĕш черечĕн иккĕмĕш тапхăрĕн строительстви, Канашра тата Çĕмĕрле районĕнче каяшсене тиесе ăсатакан икĕ станци тăвасси.
Питтукассинчи свалка — хăй уйрăм истори. 1964 çулта уçнăскер, вăл Шупашкарпа спутник-хула каяшĕсене çур ĕмĕр ытла йышăннă, 2015 çулхи кĕркунне тинех хупăннă. Ăна рекультивацилеме федераци бюджетĕнчен 380 миллион тенке яхăн уйăраççĕ. Республика, тĕп хула бюджечĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Çапла вара 2017-2018 çулсенче çак ĕç валли пĕтĕмпе 408 миллион тенкĕ ытла тăкаклама палăртнă. Рекультиваци 30 гектар ытла çĕре хуçалăх çаврăнăшне тавăрма май парĕ. Çĕнĕ хулари, ун таврашĕнчи территорисенчи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланĕ. Çапла вара Чăваш Енĕн экологи картти çинчи пысăк «хура» пĕр пăнчă тинех «шуралĕ». Малалла вулас...
Комментировать