Тутлă çимĕçпе чуна ăшăтаймăн

1 Мар, 2017

Пĕве кĕрсе пынă тапхăрта ача, пĕр енчен, амăшĕн аркинчен çакăнакан пепке те мар ĕнтĕ, тепĕр енчен — пурнăçри нумай-нумай ыйтăва мĕнле татса памаллине хăй тĕллĕн чухлайман çамрăк. Хăйне çитĕннĕ пек туяс килнĕ вăхăтра йăнăшасси те инçе мар. Халĕ пушшех хăрушă: çамрăксен пуç-тăнне минретмелли, çирĕпленсе çитмен кăмăлне астармалли йĕри-тавра темĕн те пур. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн пĕве кĕрсе пыракан ывăлĕ-хĕрĕ тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатмалли куçкĕрет. Анчах хушăран ачан чи çывăх çыннисем те тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене епле тытмаллине пĕлсех каймаççĕ. Кун пек чухне специалист канашĕ вырăнлă пулнине пĕлсен те чылайăшĕ унран пулăшу ыйтма е именет, е меллĕ вăхăт тупаймасть. Кăткăс тапхăрта чылайăшĕн шута илмелли самантсем çинчен паян Ирина ИЗАТУЛЛАЕВА психологпа калаçăпăр.

— Ирина Валерьевна, çул çитмен çамрăксен ашшĕ-амăшне пырса тивекен, хăйсемшĕн çирĕп картса хумалли мĕнле тĕп сĕнĕве пайăррăн палăртнă пулăттăр?

— Çитĕнекен ача кăмăлне тивĕç-терессишĕн, вăл мĕн ыйтнине пурнăçлассишĕн ăшталанасси çинчен манăр. Юлташ вырăнĕнче пулма тăрăшăр. Чи кирли — ача эсир ăна юратнине, уншăн пăшăрханнине туйтăр. Ăна йăнăшшăн айăпличчен лару-тăрăва хăвăр та аван ăнланнă пек кăтартăр — çул çитмен çамрăк эсир ăна пулăшма хатĕррине систĕр.

— Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ ачана воспитани парас ĕçре çирĕплĕх чи кирли тесе шухăшлать. Çакă ачана хăй тĕллĕн йышăнусем тумашкăн хăнăхма чăрмав кÿмест-и? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.