Халăх ăсĕпе илемĕн тĕнчи

9 Апр, 2014

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче тĕп хулари "Асамат кĕперĕ" центрта "Чăваш халăх ăсĕпе илемĕн тĕнчи" курав уçăлать.

Республика çыннисемпе хăнисем пĕрремĕш хут Чăваш халăх художникĕн, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Моисей Спиридоновăн утмăла яхăн ĕçĕпе паллашма пултарĕç. М.Спиридонов живопиç, портрет, графика ăсти, авалхи тĕрĕсене пухакан, чăваш эрешĕсене тĕпчекен пек палăрнă.

Художникĕн 1920-1945 çулсенче акварельпе ÿкернĕ ĕçĕсенче чăваш тĕррин, эрешлесе тĕртнĕ пир, вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ капăрлăх, йывăçран касса тунă япаласен илемĕ туллин курăнать. Уйрăмах пĕркенчĕк тĕррин, çулăк кĕтесĕн, пиçиххин, шупăрăн, хĕрарăмсен кĕписен пайĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Хапха тĕррисене, пÿрт тăррисене, чÿрече хашакĕсене ÿкерсе кăтартнă. М.Спиридонов Чăваш Республикин районĕсенче экспедицире пулнă вăхăтра пухнă тĕртсе тунă тĕрĕллĕ сурпансен тĕслĕхĕсемпе те паллашма пулать. Куравра çавăн пекех Петĕр патша ячĕллĕ антропологи тата этнографи музейĕн /Кунсткамера/ фондĕнчи япаласемпе иллюстрацисен сăн ÿкерчĕкĕсен копийĕсем вырăн тупнă.

"Чăваш халăх ăсĕпе илемĕн тĕнчи" курав тăван халăхăмăрăн культура еткерлĕхĕн пуянлăхне уçса парать.

 

Рубрика: 
Теги: 
Автор: