Арăмĕ Мускавра чухне упăшки «качча» кайнă

2 Фев, 2017

Мулшăн пурăнмастпăр, çа­пах унсăрăн та май çук. Шалу тивĕçтерменнипе чылай чăваш Мускава çул хывать, профессие улăштарса урăх ĕçе кÿлĕнет. Çавнашкал çынсем хушшинче чăваш халăх тата эстрада юррисене шăрантаракан Валентина ПОПОВА та пур. «Çупкăм-çупкăм иçĕм çыр­­­­ли», «Тăвансем пĕрле пулсан» СD-дисксен авторĕпе, Мускаври чăваш наципе культурин обществин, тĕрлĕ наци пĕрлешĕвĕн хисеп хучĕсене тивĕçнĕскерпе, нумаях пулмасть тăван тăрăха килсен курнăçрăмăр.

— Валентина, санпа паллашнăранпа 13 çул иртрĕ. Куç умĕнчех карьера картлашкипе çÿлелле хăпаратăн, пултарулăхна туптатăн. Юрăсене мĕне кура суйлатăн?

— Паянхи кун манăн чунăмра ăшă та лăпкă. Çавна пулах савăнăçлă юрăсем çеç шăрантарас килет. Кăмăл-туйăма кура юрă суйлатăп эпĕ. Иртнĕ кунсенче кулянмалли самант чылай пулчĕ. Кулленхи пурнăçра хурлăхпа çухату та пур. Çакнашкал тапхăрта савăнăçлă юрă юрлаймастăп. Пĕрремĕш СD-диска эпĕ пĕчĕкрен итлесе ÿснĕ халăх юррисене кĕртрĕм. Уявра хăнасем пухăнсан апи тăвансем умĕнче уçă сассипе юрласа яратчĕ те чун хĕвелпе тулатчĕ. Паллах, ача чухне сăвăри тарăн шухăша ăнлансах каяйман. Юрă кĕввисем вара халĕ те асран тухмаççĕ. Апи эпĕ 20 çул тултарсан пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Çав çулсенче «Уяв» чăваш халăх фольклор ансамбльне çÿреме пуçларăм. Репетицие пĕрремĕш хут кайсан чăваш халăх юррисене тĕлĕнмелле илемлĕ юрланине илтнĕ май куçран куççуль шăпăртатрĕ. Хурлăхпа тулнă юрăсем чуна витерчĕç. Вĕсенчен чылайăшне апи юрлатчĕ. Хăй вăхăтĕнче «Уяв» ертÿçи Зинаида Козлова ятарласа çырса илнĕскерсенчен хăшĕ-пĕрне концерт программине кĕртменччĕ, репетицире кăна шăрантаратчĕç. Ура çине çирĕп тăрсан çав юрăсене пулас ăру валли хăваратăпах тесе шухăшласа пурăнтăм.

 

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.