Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрист кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Енӗн юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе – Юрист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Эсир йывӑр та яваплӑ тата хисеплӗ профессие – Саккуна, Чӑнлӑха тата Тӗрӗслӗхе тӗп вырӑна хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе – суйласа илнӗ. Йывӑр самантсенче ҫынсем шӑпах юристсенчен канаш ыйтаҫҫӗ, эсир граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсне хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр. Тарӑн пӗлӳлӗх, принциплӑ пулни сире професси тивӗҫӗсене йӗркеллӗн тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлама пулӑшса пыраҫҫӗ.
Паян пурнӑҫӑн мӗнпур сферинчех право пулӑшӑвӗ кирлӗ. Финанспа хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пыма май паракан пысӑк шайри юридици пулӑшӑвӗпе пысӑк компанисем те, пӗчӗк бизнез представителӗсем те тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Сирӗн граждансене право пӗлӗвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ӗҫӗр те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Енре 2012 ҫултанпа тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗпе республикӑра пурӑнакан 143 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Хӑйсен нимрен паха тата пуян опытне ҫамрӑксене паракан аслӑ ӑрури юристсене чунтан тав тӑватӑп.
Хаклӑ юристсем! Сирӗн пысӑк ӑсталӑхӑрпа пурнӑҫри хастарлӑхӑр малашне те саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетме шанчӑклӑн пулӑшса пырасса шанса тӑратӑп. Сире тивӗҫе парӑннӑшӑн, ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларассишӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, телей тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.В.Игнатьев