Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрист кунӗ ячӗпе саламлани

2 Раштав, 2016

Чӑваш Енӗн юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе – Юрист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир йывӑр та яваплӑ тата хисеплӗ профессие – Саккуна, Чӑнлӑха тата Тӗрӗслӗхе тӗп вырӑна хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе – суйласа илнӗ. Йы­вӑр самантсенче ҫынсем шӑпах юристсенчен канаш ый­таҫҫӗ, эсир граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсне хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр. Тарӑн пӗлӳлӗх, принциплӑ пулни сире професси тивӗҫӗсене йӗркеллӗн тата тӳрӗ кӑмӑл­па пурнӑҫлама пулӑшса пыраҫҫӗ.

Паян пурнӑҫӑн мӗнпур сферинчех право пулӑшӑвӗ кирлӗ. Финанс­па хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пыма май паракан пысӑк шайри юридици пу­лӑшӑвӗпе пысӑк компанисем те, пӗчӗк бизнез представителӗсем те ту­хӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Сирӗн граждансене право пӗлӗвӗ парассипе ҫы­хӑн­нӑ ӗҫӗр те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Енре 2012 ҫултанпа тӳлевсӗр право пулӑ­шӑ­вӗпе республикӑра пурӑнакан 143 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Хӑй­сен нимрен паха тата пуян опытне ҫамрӑксене паракан аслӑ ӑрури юрист­сене чунтан тав тӑватӑп.

Хаклӑ юристсем! Сирӗн пысӑк ӑсталӑхӑрпа пурнӑҫри хастар­лӑхӑр малашне те саккунлӑха тата право йӗркине ҫирӗплетме шан­чӑк­лӑн пу­лӑшса пырасса шанса тӑратӑп. Сире тивӗҫе парӑннӑшӑн, ырӑ кӑ­мӑллӑ пулнӑшӑн, тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларассишӗн тӑрӑшнӑшӑн тав тӑ­ватӑп. Ҫи­рӗп сывлӑх, телей тата  ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.В.Игнатьев