Проектсемшĕн çул уçă

2 Ноя, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян РФ Правительстви çумĕнчи Анализ центрĕнче «Патшалăх секторĕнче проект управленийĕпе усă курнин практики» конференцие хутшăннă.

Çак конференци Патшалăх секторĕнчи проект ĕç-хĕлĕн професси управленийĕн «Проект Олимпĕ — 2016» конкурсне вĕçлет.

РФ Правительствин аппарачĕн ертÿçи Андрей Слепнев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тăрăх — 2016 çулшăн «проект управленийĕн федераци шайĕнчи хастарлăхĕн хăватлă хумĕ» кăтартуллă. Общество бюджет укçи çителĕксĕр тата тулашри политика кăткăс чухнехи условисенче социаллă тĕллевсене уçăмлă палăртма хистет. Çавна май ĕç-хĕлĕн 11 çул-йĕрне палăртнă. Вĕсем сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, ЖКХна, ытти сферăна пырса тивеççĕ. Пайăр тĕллевсене пурнăçламалла: ипотека кредичĕсемпе усă курассине ансатлатмалла, вĕрентекенсемпе врачсене хатĕрлемелли çĕнĕ тытăм йĕркелемелле, шкулсенче çĕнĕ вырăнсем кирлĕ... Пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама пĕтĕмпе 200 миллиард тенкĕ патнелле уйăраççĕ.

Перекет банкĕн проект офисĕн директорĕ Алина Гроссман банкăн проект управленийĕпе çыхăннă ĕçĕпе паллаштарнă. Унпа калаçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Перекет банкĕ тĕлĕшпе предпринимательсен енчен кăмăлсăрлăх пурри çинчен каланă — бизнеса аталантармашкăн кредитсем илеймеççĕ. «Эсир çак тĕллевсем валли нумай миллиард тенкĕ уйăрни çинчен калатăр, сирĕнтен йышăнусем кĕтеççĕ — вĕсем вара çук», — тенĕ вăл.

Палăртни вырăнлă: регионсенче проект управленине çул парассине РФ Президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕр Петербургри экономика форумĕнче пуçарнă. Чăваш Ене илес тĕк — республикăра проектсен управленийĕн йĕркелÿ штабне туса хунă, вăл чи лайăх практикăсене ĕçе кĕртес енĕпе ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн указĕпе Стратеги аталанăвĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем енĕпе ĕçлекен канаш йĕркеленĕ. Проект управленийĕ муниципалитетсен шайĕнче те вăй илет. Шупашкар хулин администрацийĕ тивĕçлĕ документсене йышăннă, вăл çирĕплетнĕ реестрта паян — 51 проект. Тивĕçлĕ положенисем ытти муниципалитетра та пур. Çĕнĕ больницăсемпе шкулсем, лайăх çулсемпе çурт-йĕр, республикăна хăйсен продукцийĕпе тивĕçтерекен, ăна экспорта ăсатакан çĕнĕ йышши предприятисем — проект ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕ çакă пулмалла.

Д.ВОЛКОВА

Рубрика: 
Теги: