ЧĂТМА ÇУК ÇИЕС КИЛЕТ...
Пирĕн организм — хăйне хăй йĕркелесе тăракан тытăм. Вăл витаминсемпе микроэлементсем çитменнине тÿрех асăрхать, пулăшу ыйтма пуçлать. Специалистсенчен чылайăшĕ çапла çирĕплетет: мĕнле те пулин апата чăтма çук çиес килнипе тимлĕ пулмалла. Тен, организм çак мелпе ăçта та пулин кăлтăк пуррине пĕлтерет.
Пылак çиес килет — хром, углерод çитмест. Вĕсем брокколи купăстара, иçĕм çырлинче, сырта, чăх какайĕнче, пĕверте, улма-çырлара пур.
Тăварлă çиес килет — хлорид çитмест. Вăл тинĕс тăварĕнче пур.
Кăвасак çиес килет — магни çитмест. Вăл ăшаламан мăйăрпа хĕвелçаврăнăш тĕшшинче, улма-çырлара, пăрçа йышшисенче пур.
Йÿçĕ çиес килет — апат ирĕлтерекен тытăм наркăмăшланнă, шлаксемпе тулса ларнă. Мĕн тумалла? Çăмăл апат кунĕсем, организма тасатмалли процедурăсем ирттермелле.
Какай нумай çиес килет — тимĕр çитмест. Вăл кавăн тĕшшинче, хуратулра, пăрçа йышшисенче, кăмпара, хура çырлара /черника/, симĕс пахча çимĕçре, хĕвелçаврăнăш тĕшшинче пур.
Шĕвĕ апат çиес килет — организма шыв çитмест. Кунне 8-10 стаканран кая мар шыв ĕçмелле. Лимон сĕткенĕ хушма юрать.
Кофе нумай ĕçес килет — кÿкĕрт çитмест. Вăл шур çырлинче /клюква/, купăстара, кишĕрте, хăярта, çĕрулмире пур.
Газлă шĕвек ĕçес килет — кальци çитмест. Вăл брокколи купăстара, сырта, кунжутра, панулмире, пăрçа йышшисенче, иçĕм çырлинче, пылра, миндальре пур.
Тем те çиес килет — триптофан тата тирозин аминойÿçексем çитмеççĕ. Вĕсем типĕ иçĕмре, сырта, сарă-хĕрлĕ, симĕс, хĕрлĕ улма-çырлапа пахча çимĕçре пур.
Сăмах май, чирсем çук пулсан та аппетит пачах пĕтсен В ушкăнри витаминсен, марганецăн е хлоридăн çитменлĕхĕ аталанма пултарнă. Рациона хĕвелçаврăнăш тĕшши, мăйăр, пăрçа йышшисем, хывăх, кĕрпесем, тĕшĕллисем, типĕ кăмпа, тинĕс тăварĕ, тинĕс купăсти, хĕрлĕ кăшман кĕртмелле.
Комментировать