Нарколаборатори ĕçне чарса лартнă

31 Авг, 2016

Çĕнĕ Шупашкарта полицейскисем амфетамин производствин лабораторине тĕп тунă. Саккуна хирĕçле ĕç-хĕле 39 çулти Çĕнĕ Шупашкар çынни хăйĕн хваттерĕнче йĕркеленĕ.

Шырав вăхăтĕнче право хуралĕн ĕçченĕсем 2,5 грамм хатĕр амфетамин тупнă. Ку виçе вăтамран пĕр хутчен усă курмалли 10 дозăпа танлашать. Кунсăр пуçне наркотик хатĕрлемелли ытти хутăша, япаласене асăрханă. Чăваш Республикин ШĔМ Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управлени пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх — çак «тупра» 50 ытла доза наркотик хатĕрлемелĕх çитет.

Хальхи вăхăтра арçын полицейскисен ыйтăвĕсене хурав парать. «Нарколаборатори» хуçи çирĕплетнĕ тăрăх — вăл наркотик хатĕрлеме усă курнă мĕнпур япалана Раççейри пысăк хуласенче туяннă. ШĔМ пресс-службинчен уголовлă ĕçе малалла тĕпчени çинчен пĕлтерчĕç.