Чăваш сăмахĕ тĕнчипех сарăлнă

28 Мар, 2014

Турцири Эскишехир хулинче Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн республикăран та калем ăстисем хутшăнчĕç. “Чăваш хĕрарăмĕ хаçат” редакторĕ Маргарита Ильина тата “Сувар” телеканал ертÿçи Олег Цыпленков йăхташăмăр-ĕçтешĕмĕрсене Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрсем çинчен каласа кăтартрĕç.

Маргарита Ильина пирĕн республикăра сăмах чăнласах та ирĕклине, хаçат кăларас енĕпе нимĕнле чăрмав та çуккине палăртрĕ. Ахальтен мар-тăр Чăваш Енре 175 массăллă информаци хатĕрне шута илнĕ /2014 çулхи кăрлачăн 27-мĕш тĕлне/.

Чăваш юрлама юратакан халăх пулнине тĕнче пĕлет. Пуху ертÿçисем ыйтнипе Маргарита Ильина хăй çырнă “Телей шыраса” юрра юрланине тĕрĕксем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Тĕплĕнрех “Чăваш хĕрарăмĕн” пушăн 29-мĕшĕнче тухакан номерĕнче, “Осман çĕрĕнче” материалта вуласа пĕлме пулать.

Рубрика: 
Автор: