Çăлăнăç кÿрекен тормоз

28 Мар, 2014

Çулсем çинчи инкексен тĕп пайĕ - транспорт хатĕрĕсем çапăнни тата çуран çынсене таптани. Аварисемшĕн тĕпрен илсен водительсем яваплă: вĕсен айăпĕпе Раççейре пĕлтĕр 180 пине яхăн инкек пулнă, çав аварисенче 23 пин ытла çын вилнĕ, 235 пин çын суранланнă. Çуран çынсем нумайăн шар кураççĕ.

Республикăра пулнă аварисен 35-40% - шăпах çуран çынсене таптанă тĕслĕхсем. 2013 çулта çавнашкал 722 инкек пулнă - 87 çуран çын пурнăçĕ татăлнă, 673-ĕн аманнă. Кашни виççĕмĕш тĕслĕх çынсем çул урлă каçакан вырăнсенче пулнă.

ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕ ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен "Тормоза пус!" социаллă кампани ирттерет. Республика ПАИ ертÿçи Владимир Геннадьевич Романов та водитель тормоз педальне вăхăтра пуснин пĕлтерĕшĕ питех те пысăккине палăртать. Шел те, руль умне ларакансенчен нумайăшĕ машинăна тăруках чарма пĕлмест - хăнăхман. Автошкулсенче те унашкаллине вĕрентмеççĕ.

Тĕплĕнрех - "Çăлăнăç кÿрекен тормоз" материалта.

Рубрика: