Лауреатсем паллă

28 Мар, 2014

Пĕтĕм тĕнчери Театр кунне /пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ/ республикăри профессионал ултă театр артисчĕсем Чăваш патшалăх пукане театрĕнче паллă турĕç.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев уяв ячĕпе саламланă хыççăн "Чĕнтĕрлĕ чаршав" республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

"Спектакльти чи лайăх музыка" номинацире Пукане театрĕнче лартнă "Я вас люблю, Ромашка" юмаха илемлетнĕ Андрей Галкин композитор çĕнтерчĕ. "Чи лайăх сценографи" номинацире Оперăпа балет театрĕнчи "Отелло" оперăн ÿнерçи Валентин Федоров палăрчĕ. "Арçынна сăнарланă чи лайăх роль" ята Иван Снигирев /Оперăпа балет театрĕ, "Отелло" спектакльти Отелло/. "Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль" номинацире Раççей халăх артистки Нина Яковлева /Чăваш драма театрĕнчи "Мунча кунĕ" спектакльти Кĕтерук/ çĕнтерчĕ. "Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль" номинацире икĕ ĕç - Пукане театрĕ кăларнă "Я вас люблю, Ромашка" тата Çамрăксен театрĕ лартнă "Чĕрĕ сăмах" - палăрчĕç. "Çулталăкри чи лайăх спектакль" /режиссура/ ята "Мунча кунĕ" /Валерий Яковлев/ илчĕ.

Тĕплĕнрех - шăмат кунхи номерте пичетленнĕ "Савăнăç парнелекен асамçăсем" материалта.

 

Рубрика: 
Теги: