Курăк пухни çынсене сиплениех

7 Июл, 2016

Çуллахи вăхăтра тавралăх илемĕнчен тĕлĕнсе тăранма çук. Мĕн чухлĕ ытарлăх! Вăрманта е уй-хирте витри-витрипе çырла пуçтарма, кăмпа е мăйăр татма май пур. Тĕрлĕ курăк пухса хĕл валли хатĕрленекен çын та сахал мар. Ÿркенмесен ăна пуçтарса райпо лавккине пама пулать. Пухăннă курăк эмел тумашкăн кайĕ. Çапла майпа усăллă ĕç çеç пурнăçламăн — кĕсье те хулăнланать. Элĕк районĕнчи Урмай ялĕнче пурăнакан Адриана Алексеевăшăн курăк пухасси — чун киленĕçĕ те. Ун чухне вăл хăйне çут çанталăкпа çывăххине туйса чунпа канать.

Курăк пухакансем тавралăх ешерме тытăнсанах ĕçе пикенеççĕ. Çу уйăхĕнчех михĕ йăтса вăрмана е уя васкаççĕ вĕсем. Адриана акă çав вăхăтра армути, вĕлтĕрен татса тупăш тунă. Çак ĕçе ăна амăшĕ Алина Олеговна хăнăхтарнă. Вăл хĕрне ачаранпах пĕрле уя илсе çÿренĕ, тĕрлĕ курăка сăнама вĕрентнĕ, ятарлă кĕнеке туянса ăса хывма сĕннĕ. Унта çĕр çинче ÿсекен кашни йывăç-тĕм пирки тĕплĕн çырнă. Халĕ Адриана çут çанталăкăн ку тĕнчине пĕр-пĕр биологран та ытларах тĕшмĕртет. Кашни курăка ятран пĕлекенскер куç хупсах алă айне мĕн лекнине калаять. Малтанах вăл амăшĕпе пĕрле пахча хыçĕнчи уйра çÿренĕ. Пурăна киле михĕ йăтнă хĕрача пĕчченех çула тухнă. Халĕ вара вăл йăмăкĕпе Настьăпа пĕрле ĕçлет. Иккĕн — иккĕнех, курăкĕ те ытларах пухăнать.

Çулла пахчара ĕç нумай. Апла пулин те Адриана кашни кун уйра, çырма-çатрара утать. Хăш вăхăтра çум çумлать-ши вăл? «Май килсен пур çĕре те ĕлкĕрме пулать», — хуравларĕ ахаль ларма хăнăхманскер. Вăл ирхи 5 сехетре тăрать, хĕвел хĕртме пуçличчен йăрансене çумран тасатса ĕçе васкать. Кăнтăрла килне таврăнать. Унсăрăн шăрăх пуçа минретĕ. Çанталăк сулхăнлатсан каллех ĕç вырăнне таврăнать. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.