Наркотиксемпе кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ

29 Июн, 2016

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Комисси ларăвĕнче наркотик хутăшĕсемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракан çынсене реабилитацилессипе, йĕркеллĕ пурнăçа тавăрассипе çыхăннă мероприятисем мĕнле пурнăçланнине пăхса тухрĕç. Районсемпе хула округĕсенчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссисен кăçалхи çур çулти ĕçне тишкерчĕç. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулин, Канаш тата Шупашкар районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен доклачĕсене итлерĕç.