Çĕнтерÿçĕсене тав тăватпăр, кашни паттăра асра тытатпăр

9 Мая, 2016

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа Çĕнтерÿ парачĕ иртрĕ.

Унта хутшăнакансене тата парада курма килнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. "Пирĕншĕн пуриншĕн те Çĕнтерÿ кунĕ — çав тери пысăк уяв. Вăл — наци мăнаçлăхĕн, пирĕн халăхăн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕн тата чун çирĕплĕхĕн уявĕн кунĕ", — терĕ Михаил Васильевич Çĕнтерĕве çывхартас тесе çапăçу хирĕсенче хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр кĕрешнисене тата тыл ĕçченĕсене чĕререн тав тунă май.

Тыл ĕçченĕ, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕ Нина Китаева çав çулсенче хăйсем мĕн курни-тÿсни çинчен кĕскен аса илчĕ. Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкулта вĕренекен Александр Максимов пире тата ытти нумай ăрăва çутă пуласлăх парнеленĕ ветерансене тав сăмахĕ каларĕ, çак куна пурăнса çитеймен паттăрсене эпир яланах асра тытассине пĕлтерчĕ.

Çĕнтерÿ парачĕ Хĕрлĕ тÿреме килнисене пурне те килĕшрĕ. Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртрĕç. Вăрçă çулĕсенчи тата хальхи çар техникине те курма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Парада кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнакансем вĕçлерĕç. 20 пин ытла çын, çав шутра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, хăйсен тăванĕсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, сăнÿкерчĕкĕллĕ штендерсене йăтса утрĕç. Сăваплă çак акцие хутшăнакансен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Çакă халăх çĕнтерÿçĕсене тав тунине, кашни паттăра асра тытнине çирĕплетет.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Фоторепортаж