Михаил Игнатьев Нихăçан сÿнмен çулăм умне чечек кăшăлě хунă

9 Мая, 2016

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхě Михаил Игнатьев Шупашкарти "Çěнтерÿ" мемориал комплексěнчи Çap мухтавěн монуменчě патěнчи Нихăçaн сÿнмен çyлăм умне Тăван çěршывăн Аслă вăpçинче пуç хунисене, тăшманпа çaпăçca киле Çěнтерÿпе тавpăнсан пурнăçpaн уйрăлнисене асăнса чечек кăшăлěceм, чěрě чечексем хунă церемоние хутшăннă.

Мероприятие çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечěн, ЧР Пуçлăxěн Администрацийěн, вăй структурисен представителěсем, РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăx Канашěн, хула-район депутачěсен Пухăвěсен депутачěceм, официаллă ытти çын хутшăннă.

Михаил Игнатьев Афганистанра пуç хунă интернационалист салтаксене тата выpăнти конфликтсенче вилнисене асăнса лартнă палăксен умне те чечексем хунă.

Дмитрий МОИСЕЕВ

Фоторепортаж