Республика Пуçлăxě Çěнě Шупашкарти митинга хутшăннă

9 Мая, 2016

Паян Михаил Игнатьев мăшăpěпе Лариса Юрьевнăпа, ывăлěпе Иванпа тата хěpěпе Марийăпа Çěнě Шупашкарта Аслă Çěнтерÿ кунне халалласа ирттернě митинга хутшăннă. Мероприятире çaвăн пекех Федераци Пухăвěн Федераци Канашěн членě Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачě Алена Аршинова, ЧР Патшалăx Канашěн Председателěн заместителě - "Единая Россия" политика партийěн Чăваш регион уйрăмěн секретарě Николай Малов, ыттисем пулнă.

Михаил Васильевич хăйěн сăмахěнче Çěнě Шупашкар çěкленнě вырăнта 13 ял пулнине, вěceнчен Тăван çěршывăн Аслă вăрçине 1 пине яхăн çын кайнине, çaк йышран 765-шě çaпăçy хирěнче выртса юлнине асăннă. Шел те, вăрça хутшăннисем сахалланса пыраççě. "Эпир Аслă Çěнтерěве çывхартма тăрăшнисемпе мăнаçланатпăр. Вěcен паттăрлăxě пирěншěн ырă тěслěx", - палăpтнă Михаил Игнатьев.

Дмитрий МОИСЕЕВ