Михаил Игнатьевăн витĕмĕ ÿснĕ

8 Апр, 2016

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви Раççей Федерацийĕнчи субъектсен ертÿçисен витĕмĕн пуш уйăхĕнчи рейтингĕ кун çути кăтартнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн позицийĕсем нарăс уйăхĕнчипе танлаштарсан виçĕ пункт лайăхланнă. Регион Ертÿçи 5,25 балл пухса Раççейри "пысăк витĕмлĕ" кĕпĕрнаттăрсен ушкăнне кĕнĕ /Атăлçи регионĕсен хушшинче — 7-мĕш вырăнта/.

Экспертсен ыйтăмне политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсемпе журналистсем хутшăннă. Вĕсем регионсен ертÿçисен витĕмне федераци шайĕнче — РФ Президенчĕн Администрацийĕнче, РФ Правительствинче, РФ Федераци Пухăвĕнче, парти тата бизнес элитинче — хакланă.

Теги: