«Макăрма вăй юлманран йытă çури пек ÿлеттĕмĕр»

24 Мар, 2016

Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен кăларнăранпа кăçал 72 çул çитрĕ. Унти 872 çĕрпе кун пин-пин çын чĕринче яланлăхах çырăнса юлнă. Шел те, çак асаплă вăхăта хăйсен куçĕпе курнисем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Шартлама сивĕпе выçлăха чăтнисем çăкăр хакне лайăх пĕлеççĕ.

«Аттене утиялпа чĕркерĕ те...»

Шупашкарта пурăнакан Ирина Михеева вăрçă пуçланнă чухне 3 çулта пулнă. Çак кун тÿпе аслатиллĕ çумăрти пекех тĕксĕм пĕлĕтсемпе хупланнине лайăх астăвать вăл. Йăмăкĕпе вĕсем чÿрече янахĕ çинче ларма юратнă. Вăрçă пуçланнă кун çынсем унталла кунталла чупни, кăшкăрашни халĕ те 77 çулти ватă çын куçĕ умĕнче. Ирина Александровна аслатиллĕ çумăртан ача чухнехи пекех хăрать, чĕри хыттăн тампа пуçлать.

— Аттене тепĕр эрнерех вăрçа илсе кайрĕç. Çывăх çыннăм куç курманнипе аптăратчĕ. Чир-чĕре пăхмасăр мĕн пур арçыннăн тăшмана хирĕç кĕрешме тиврĕ. Икĕ уйăхран аттене нимĕç пульли хытах амантнă. Анне вăл вăхăтра госпитальте ĕçлетчĕ. Тухтăрсем унăн пурнăçне çăлса хăварайманнине чухласа киле илсе кайма ирĕк панă. Тепĕр уйăх асапланса пурăннă хыççăн çывăх çыннăм çĕре кĕчĕ. Ăна çын ретлĕ шăтăк чавса пытарма та май килмен. Анне аттене сăрă тĕслĕ утиялпа чĕркерĕ те çуна çине хурса тăванла вилтăпри çине илсе кайрĕ, — аса илчĕ вăрçă терт-нушине хăйĕн куçĕпе курнă хĕрарăм.  Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.