Чи кирли - хăв пуçарнă ĕçе юратни

22 Мар, 2016

Ун пек чухне нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар

Çамрăксем — обществăн чи хастар пайĕ, вĕсем пурнăçри кирек мĕнле улшăнăва та хăвăртрах йышăнаççĕ, çĕнĕлĕхсен усăллă енĕсемпе тухăçлă усă курма ăнтăлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ 35 çула çитмен хĕрсемпе каччăсен хăйсен ĕçне пуçарма пултараслăхĕ тата вăй-хăвачĕ ытти ÿсĕмри çынсемпе танлаштарсан пысăкрах. Чăваш Енре, Раççейĕн ытти чылай регионĕнчи пекех, хăйсен бизнесне йĕркеленĕ çамрăк сахал мар. Пĕрремĕш утăмсем тунă чухне тата хальхи вăхăтра еплерех йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет вĕсен, чăрмавсене мĕнлерех çĕнтереççĕ? Çак çула суйласа илнĕшĕн хăйсем ÿкĕнмеççĕ-и? Ĕçне анлăлатма палăртаççĕ-и? Шăпах çак ыйтусене уçăмлатма тăрăшрăмăр çамрăк предпринимательсемпе тĕл пулнă май: регионăн тата çĕршывăн экономика аталанăвĕн пуласлăхĕшĕн вĕсем те яваплă-çке-ха.

ЦИТАТА:

Шăпах пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх çĕнĕ ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркелет  тата хальхи кăткăс условисенче экономика ÿсĕмне тивĕçтерме пултарать. Пĕчĕк тата вăтам предприятисен вăйлăрах енсем пур: вĕсем куçăмлăрах шутланаççĕ, тухăçлăрах ĕçлеççĕ тата çĕннине çăмăлрах йышăнаççĕ. 2013-2015 çулсенче кăна вĕсене патшалăх пулăшăвĕ пама 1,5 млрд ытла тенкĕ янă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен бизнеса малалла та пулăшса пырăпăр, вăл вара предпринимательсен тата пĕтĕм республика экономикин ыйтăвĕсене те туллинрех тивĕçтерĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Патшалăх Канашне янă Çыруран.

«Малтан — самолетсем, унтан тин — хĕрсем»

Шăпах çак юрă сăмахĕсене аса илчĕ Вăрнарта пысăках мар шиномонтаж уçнă Артур Афанасьев малашнехи плансем пирки ыйтсан. Вăл, çак поселокрах çуралса ÿснĕскер, ачаранпах мотоциклпа аппаланма юратнă: унпа ярăннипе çеç çырлахман, вансан сăлтавне шыранă, урапи шăтсан «сапланă». Каярахпа ку енĕпе юлташĕсемпе пĕлĕшĕсене те пулăшнă. Тусĕсем ăна: «Санăн çак ĕç лайăх пулать», — тесе хавхалантарнă. Чуна çывăх ĕçрех тăрăшас тесе Артур, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухса Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче технологра вăй хунăскер, 2015 çулта уйрăм предприниматель пулса тăнă. Поселок администрацийĕнчен çĕр тара илсе бизнес валли гараж хăпартнă. «Станоксемпе оборудование хамăн укçапа туянтăм, çывăх çынсенчен кивçен те илме тиврĕ», — каласа кăтартрĕ йĕкĕт. Юсав ĕçĕнче мĕн хыççăн мĕн тумаллине тата ытти вăрттăнлăха автосервис тытакан пĕлĕшĕсенчен вĕреннине пĕлтерчĕ вăл. Хальхи вăхăтра чылай ыйту хуравне Интернетран тупма пулать.

«Пирĕн ĕçре конкуренци пысăк, автосервис нумай, çавăнпа хаксене питех ÿстереймĕн. Унсăр пуçне трасса çывăхĕнче çĕр лаптăкĕ туянма йывăртарах, çитменнине вăл питĕ хаклă. Хальхине эпĕ 8 çуллăха тара илнĕ, ăна харпăрлăха куçарма юрамасть. Пысăкрах çĕр лаптăкĕ туянса харăсах темиçе машина кĕрекен гараж хăпартас, автосервис уçас ĕмĕтсемпе пурăнатăп. Шиномонтаж сезонлă ĕç пулнине те палăртас килет. Хĕлле никамах та килменрен пĕр хушă бизнеса хупмалла мар-ши текен шухăш та çуралнăччĕ. Çуркуннепе кĕркунне вара клиентсен шучĕ ÿсет», — йывăрлăхсем пирки сăмах пуçарнă май пĕлтерчĕ Артур.

Ĕçне анлăлатма ĕмĕтленнипе пĕрлех каччă кăçал кĕркунне автомобиль туянасшăн. Кăçалах Чăваш патшалăх педагогика университетне тренера вĕренме кĕресшĕн. А.Афанасьев мĕн пĕчĕкренпех спортпа туслă. Йывăр атлетикăна кăмăллаканскер инженери çарĕсенче хĕсметре тăнă чухне те, халĕ те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче йывăр атлетика енĕпе Чăваш Ен кубокĕнче 2-мĕш вырăна тухнă вăл.

«Бизнес йĕркелес текенсене çине тăма пĕлни тата чăтăмлăх кирлĕ. Малтанхи вăхăтрах тÿрех пысăк укçа ĕçлесе илĕп тени вырăнсăр, ун пек пулмасть», — терĕ сывпуллашнă май Артур Афанасьев. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.