Мĕн çуралнăранпах - театрта

10 Мар, 2016

Искусство тĕнчи тĕрлĕ енлĕ. Кунта кашниех хăйне килĕшекен çула суйлать. Пĕрисем - ташăпа, теприсем юрăпа кăсăкланаççĕ. ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ Виктория Севоян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 2014 çултанпа ĕçлет. Вăл çут тĕнчене ташлама килнĕ теес килет. Пике Арменири Ереванта çуралнă. Унтах унăн ачалăхĕ иртнĕ. Ашшĕпе амăшĕ - балет артисчĕсем. Виктория çуралсан виçĕ кун çитсенех вĕсем ăна театра йăтса килнĕ. Артистка каласа кăтартнă тăрăх, вĕсен çемйи унтах ĕçлесе пурăннă. Севоянсемпе АПШ репортерĕ те кăсăкланнă. Театр пирки материал çырма килнĕскер çемье пурнăçĕпе интересленнĕ, вĕсем çинчен уйрăм статья хатĕрленĕ. Çемье архивĕнче вăл халĕ те упранать. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.