Елена СВЕТЛАЯ: «Çыннăн ĕмĕтленмелле, анчах питĕ асăрханса»

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕн-че Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн пайташĕсем черетлĕ сCезда пухăнчĕç, çĕнĕ ертÿçе суйларĕç. Яваплă çак ĕçе виçĕ çул пурнăçласа пыма пирĕн ĕçтеше, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн пĕрремĕш заместительне, «Çамрăксен хаçачĕн» пĕрремĕш редакторне Геннадий Максимова шанчĕç. «Сталин грамоти», «Çĕрĕллĕ хура кушак», «Танец в ночи», «Вăхăта парăнман юрату» кĕнекесен авторĕпе пĕрле халĕ республикăри писательсен çивĕч ыйтăвĕсене çĕнĕ правлени татса парать. Çак йышра пĕрлĕх председателĕн пулăшуçи, вырăс секцийĕн ертÿçи Елена Светлая пур. Вырăсла калавсем шăрçалакан чипер сăнлă çыравçа Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн хамăр тĕпеле ахальтен мар йыхравларăмăр. Тĕрĕссипе, вăл ача чухне фотомодель пулма ĕмĕтленнĕ, çапах шкул пĕтерсен коопераци техникумĕнче бухгалтер-финансиста вĕреннĕ, унтан Мускав коопераци институтĕнче «экономика тата предприятири ертсе пырас ĕç-хĕле йĕркелесси» специальноçа алла илнĕ. Анчах ăраскалĕ Елена Владимировнăна чун киленĕçĕпе телейне çыравçă ĕçĕнче тупма пÿрнĕ. Малалла вулас...

Дмиитрий МОИСЕЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.