Вăкăр умне тăрса йĕнĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тахçанах кĕрлесе иртнĕ. Унтанпа темиçе ăру та вăрçă çинчен илтсе, фильмсем курса çитĕнсе çын пулчĕ. Çулсем иртнĕçем вăрçă суранĕсем те пирчесе пычĕç. Арканнă, юхăннă хуласемпе ялсем тахçанах хăйсен çĕнĕ сăнне йышăнчĕç. Хальхи çамрăк ăру йывăр çав тапхăрти пурнăç, çынсем çинчен питех те сахал пĕлет.
Вăрçа хутшăннă çынсем ялсенче - пĕрре е иккĕ, е вуçех те çук. Çĕнтерĕве çывхартма, тăшмана тĕп тума тыл ĕçченĕсен пулăшăвĕсĕр ниепле те май пулман. Вĕсем хальлĕхе ялсенче чылай-ха. Тылра пĕтĕм йывăрлăх ачасемпе хĕрарăмсем çинче пулнă мар-и? Вĕсем пулăшнипе фронта апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, хĕçпăшал çитернĕ.
Вăрçă пуçланнă чухне 10-15 çулта пулнисем паян тăхăр теçеткенелле çывхарса пыраççĕ. Ветерансен сывлăхĕ чаплах мар, çапах чун-чĕрипе патвар-ха вĕсем.
Эпĕ сире Николай Беззубовпа паллаштарасшăн. Вăрçă пуçланнă çул вуниккĕри ача пулнă вăл. Йывăрпа аса илет пулсан та çав вăхăта паянхи пекех астăвать.
- Эпĕ 1929 çулта Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă, - çапла пуçларĕ асаилĕвне Николай Михайлович. - Кăштахранах ялсенче колхозсем йĕркеленнĕ. Пирĕн атте колхоза чи малтан кĕрекенсен шутĕнче пулнă. Атте тимĕрçĕччĕ. 1933 çулта вăл сасартăк вилсе кайрĕ. Анне пилĕк ачапа юлчĕ: манран асли - аппа, эпĕ - 5 çулти ача, ыттисем - кĕçĕнрех. Çимелли çук, анне типĕтнĕ курăк авăртатчĕ те крахмал хушса пĕçеретчĕ, çавна çикелеттĕмĕр. Выçăпах пулĕ кашни çул пĕр ача вилсе пычĕ пирĕн çемьере. Эпĕ темĕнле майпа чĕрĕ юлнă - пĕлместĕп. Пурăнас кунăм пулнă пуль. Анне йывăр пурнăçа чăтаймасăр тепре качча тухрĕ. Икĕ ача çуратрĕ. Малалла вулас...
Валентина Яковлева.
Патăрьел районĕ,
Анат Туçа ялĕ
Комментировать