Чăваш Ен - пурăнмалли чи лайăх вырăн!

29 Янв, 2016

Раççей Общество палатин членĕсем ĕнер Чăваш Енĕн туризмпа, культурăпа тата инвестицисемпе çыхăннă хăвачĕпе паллашма пултарчĕç. Республикăн унта иртнĕ презентацине ЧР Пуçлăхĕ

Михаил Игнатьев ертсе пыракан сумлă делегаци хутшăннă.

Унăн йышĕнче - Алла Салаева вице-премьер, Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Енĕн Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, Раççей Общество палатин членĕсем - Альбир Крганов муфти, «Куç микрохирургийĕ» МНТКн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Николай Паштаев, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ольга Зайцева, республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов.

Сумлă хăнасем те килнĕ: Раççей Правительстви çумĕнчи ачасен туризмне аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн членĕ Татьяна Козловская, Олимп чемпионĕ, Раççейĕн çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Николай Бударин летчик-космонавт, мухтавлă ентешĕмĕрĕн Андриян Николаев космонавтăн хĕрĕ Елена Николаева-Терешкова, граждан вăрçин паттăрĕн Василий Чапаевăн мăнукĕсем Татьянăпа Аркадий Чапаевсем тата ыттисем.

РФ Общество палатин секретарĕ Александр Бречалов Палата нумай нациллĕ анлă çĕршывăмăрăн территорийĕнчи халăхсен культурипе тата историйĕпе паллаштарассипе çыхăннă йăлана малалла тăснине кăмăллăн палăртнă. «Пирĕн паянхи программа пысăк та пуян - пĕтĕмпех Чăваш Республикипе çыхăннă», - тенĕ вăл Михаил Игнатьева республикăпа хăй паллаштарнăшăн тав тунă май.

ЧР Пуçлăхĕ Общество палатин пĕрлехи ларăвĕнче тухса калаçнă. Вăл Чăваш Ен Атăл тăрăхĕн вăйлă аталанакан тата хăйнеевĕрлĕ регионĕ пулнине палăртнă. Кунта çĕнĕ ăрусем историе, чĕлхене, йăла-йĕркене, мăн асаттесен культура еткерне тирпейлĕ упраççĕ. «Граждансен енчен влаç ĕç-хĕлĕ тĕлĕшпе çирĕп тĕрĕслев пулни обществăна пĕтĕçтерет, социаллă ĕçтешлĕхе вăй парать, нацисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме пулăшать - эпĕ яланах çапла шутланă, шутлатăп та», - тенĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн кăçал 5 çул тултаракан Общество палатин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă май. Вăл пурне те Чăваш Ене - «пурăнмалли чи лайăх вырăна!» - килсе курма йыхравланă.

Хăнасем Чăваш Ен презентацийĕн культура программине тивĕçлипе хакланă. Курмалăх пур - выставка экспозицийĕ кăна мĕне тăрать! Чăваш Енре экологи, спорт, ял хуçалăх, медицина, ытти енĕпе пурнăçлакан мĕнпур тĕп проект сăнланнă. Общество организацийĕсен представителĕсем хăйсен ырă опычĕпе паллаштарнă. Çав шутра - Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен союзĕн «Наци тата культура йăлисене упраса ăруран ăрăва парса пырасси: амăшĕнчен - хĕрне» куравĕ, Улатăр хулинчи православи чиркĕвĕн прихучĕн инвалид ачасене пулăшмалли проекчĕ тата ыттисем. Уява Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн коллективĕ тата «Голден флеш» ташă ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшипе илемлетнĕ те - пушшех савăнăçлă пулнă.

ОП пĕрлехи ларăвĕн иккĕмĕш пайĕнче Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ольга Зайцева пухăннисене хăй ертсе пыракан организаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Унăн тĕллевĕ - халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшасси, хĕрарăмсене ертсе пырас ĕçе явăçтарасси, çемьене, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси, йывăр лару-тăрури çынсене пулăшасси. Михаил Игнатьев вара çав кунах Чăваш Республикин ентешлĕхĕн Мускавра тата Мускав облаçĕнче пурăнакан представителĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ.

Н.АНДРЕЕВ