Чăваш пурнăçĕ кăсăклă уншăн

29 Янв, 2016

Наци библиотекинчи «Кĕмĕл ĕмĕр» галерея çак кунсенче çĕнĕ куравпа - Валерий Красновăн «Тăван çĕршыва халалласа» ĕçĕсемпе - пуянланчĕ.

Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте çуралса ÿснĕ, халĕ те тăван ялĕнчех пурăнакан чăваш арĕ çутçанталăка, халăх кун-çулне хăйне майлă - сăрă «чĕлхипе», алăри киçтĕкпе - тĕпчет. Çак ĕç уншăн чун киленĕçĕ çеç мар, юратнă профессийĕ те.

Ача чухнех шкулти стена ха­çатне илемлетме хутшăннă вăл. Петр Сизов «Нарспи» поэма тăрăх ÿкернĕ картинăсен копийĕсене чунран тăрăшса ăсталанă. Илем тĕнчине туртăнни ăна Йошкар-Олари ÿнер училищине илсе çитернĕ. Живопиç уйрă­­­­­­мĕн­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­че пĕлÿ илнĕ хыççăн Суриков институтĕнче вĕреннĕ.

- Çамрăк чухне Чĕрĕлÿ тапхăрĕнчи ăстасен мелĕсемпе ĕçлеме килĕшетчĕ, - чунне уçса калаçать ÿнерçĕ. - Шăпах вĕсен пултарулăхĕ тăван тавралăх илемне çĕнĕлле хаклама, пурнăç пирки тарăнрах шухăшлама хистерĕ.

Валерий Краснов халĕ чунĕпе парăннă тĕп тема - чăваш пурнăçĕ. Уншăн пурте кăсăклă: халăх кун-çулĕ те, йăли-йĕрки те, тăван хутлăхăн пейзажĕ те. Ÿнерçĕ чĕри витĕр тухнă, ылтăн аллипе «чун илнĕ» картинăсем Чăваш Енре кăна мар, Раççейри, Германири, Чехири, АПШри, Китайри уйрăм çынсен коллекцийĕсенче те упранаççĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Рубрика: 
Теги: