Çырăва хаклаççĕ

27 Янв, 2016

Вадим НИКОЛАЕВ, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура юлашки çулсенче республикăра тунă ĕçсене тарăн тишкерчĕ, регионăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне, çавăн пекех сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ тата ытти тытăм мĕнле тăрăмра пулнине хак пачĕ. Çĕршыври лару-тăру çăмăлах мар пулин те - тулашри санкцисене пула экономикăра чылай йывăрлăх тухса тăчĕ - Чăваш Енĕн çитĕнÿсем пур. Регион Ертÿçи вĕсене те асăнчĕ. Вăл кашни отраслĕн тĕллевĕсене палăртрĕ. 2016 çул - Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ. Михаил Игнатьев ĕç çыннине пулăшмаллине аса илтерчĕ, мĕншĕн тесен ĕç - обществăн аталану никĕсĕ. Эпир пĕр-пĕрне пулăшса та ăнланса ĕçлесен республикăмăр малашне те хальхи пекех тăнăçлă аталанса пырĕ.

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ:

- Çыру кăсăклă та пуян. Михаил Игнатьев маларахри çулсенчи, тĕпрен илсен пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. Çитĕнÿсемпе паллаштарнипе пĕрлех çитменлĕхсене асăнчĕ. Кăçал пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ çинчен те, агросекторпа строительство тытăмне пулăшмаллине те, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармаллине те каларĕ. Кăсăклă идейăсенчен пĕри - ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсен уçă реестрне хатĕрлесси. Ун урлă кирек кам та вăл е ку çĕр лаптăкĕ мĕнле тăрăмрине, унпа еплерех усă курнине пĕлме пултарать. Паянхи кун çынсем хăйсен кулленхи ĕçĕсемпе çеç мар, республика тата çĕршыв мĕнле аталанса пынипе те кăсăкланаççĕ.

Михаил Васильевич Чăваш Енре 30 шкултан кая мар тумаллине каларĕ. Амăшĕн капиталне республикăра малалла та парассине пĕлтерчĕ. Çакă, паллах, савăнтарать. Чăваш Республики ачасен аталанăвĕшĕн чи лайăх регионсенчен пĕри - çакăн пирки РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача прависен уполномоченнăйĕ Павел Астахов пĕлтернĕ - пулнине палăртни, çак туртăма малалла тытса пымалли маншăн чăнласах та интереслĕ.

Чăваш Ен чылай кăтартупа ТОП-регионсен йышне кĕрет. Тĕрĕс, çитĕнÿ эпир нумай тунă, апла пулин те республикăна пирĕн малалла аталантармалла, вăл пĕтĕм енĕпе лайăххисен йышĕнче пултăр тесе тăрăшмалла. Эппин - çине тăрса ĕçлемелле.

Юрий ПОПОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

- Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕпе иккĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарчĕ. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: мĕншĕн тесен çак залра Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çеç мар, предприяти-организаци ертÿçисем те, пĕтĕм сфера представителĕсем те, ветерансем те пухăнчĕç. Çакă эпир пурте пĕр команда пулса республикăн çутă малашлăхĕшĕн ĕçленине палăртать. Кунта килнисем пурте республика Пуçлăхĕн тĕллевĕсене сÿтсе яваççĕ тата пурнăçа кĕртмелли меслетсене тишкереççĕ. Михаил Игнатьев иртнĕ çула пĕтĕмлетнипе пĕрлех Чăваш Енри халăхăн пурнăç шайне лайăхлатмалли самантсене каларĕ: республикăри амăшĕн капиталне малалла тăсасси, çĕнĕ 30 шкул тăвасси, хальхи йышши фельдшер-акушер пункчĕсене хута ярасси... Эпир, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, çак тĕллевсене чăна çавăрас енĕпе пĕрремĕш пулăшуçăсем пулăпăр, кирлĕ саккунсене йышăнăпăр.

Петр КРАСНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:

- Эпир хамăр пуçланă ĕçсене малалла тăсатпăр, чăн та, вĕсене тата лайăхрах пурнăçлама тăрăшатпăр. Паллах, çĕнĕ тĕллевсем лартса çак ĕмĕтсене те чăна çавăрма ăнтăлатпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра кăçал тата çитес çулсенче çĕнĕ об<ектсем хута ярассине пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче пирĕн регионта 50 яхăн çĕнĕ ача сачĕ уçнă, çак ĕçе малалла та тăсăпăр, мĕншĕн тесен демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пырать. Çĕнĕ шкулсем, ФАПсем - йăлтах халăх ырлăхĕшĕн. Спорт керменĕсем уçăлни те савăнтарать. Çĕннисенчен пĕри - "Шупашкар-Арена". Кăçал Чăваш Енре Раççей шайĕнче ĕçлекен биатлон тата маунтинбайк центрĕсем уçăлмалла - вĕсем пирĕн республикăра халĕччен пулманччĕ-ха. Çĕнĕ тепĕр проект вăл - Вăрмар, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенче нумай функциллĕ культура центрĕсем уçма палăртни. Республика бюджетĕнче 3 çак об<ект валли укçа пăхса хăварнă. Çитес çулсенче çакнашкал 8 об<ект тумалла.

Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Михаил Игнатьев Çырупа паллаштарнине тимлĕ итлесе лартăмăр. Вăл республикăна ертсе пынă тата пыракан çулсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ мĕн чухлĕ ĕç тунине асăнса пĕтерме те май çук. Михаил Васильевич паянхи ачасенчен чылайăшĕ компьютер умĕнче вăхăт ирттернине палăртрĕ - çак самант манăн чуна пырса тиврĕ. Паянхи кун спортпа кану вырăнĕ сахал мар-çке. Çамрăксем компьютер умĕнче лариччен хоккей площадкине, физкультурăпа спорт комплексне - вĕсем кашни районтах пур - кайсан лайăхрах вĕт!

Михаил Васильевич нумай çул ял хуçалăх министрĕ пулчĕ, çак отрасле çавăнпах-тăр тимлĕх уйăрать. Сухаламан çĕрсем пулмалла маррине, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмеллине тăтăшах аса илтерет. Ку енĕпе Елчĕк районĕ лайăх ĕçлесе пынине палăртас килет. Сухаламан çĕр республикăра пачах пулмасан ял хуçалăхĕ тата вăйлăрах аталанма пуçласси иккĕлентермест. Аш-какай, пахчаçимĕç туса илес енĕпе те пирĕн кăтартусем япăх мар. Пĕтĕмлетсе каласан - Çырура палăртнă пĕтĕм тĕллев пурнăçланасса шанса тăратăп.

Алексей ЛАПШИН, Чăваш Республикинчи ирĕк-лĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн ертÿçи:

- Республика Пуçлăхĕ строительство, спорт çинчен те, ытти сфера пирки те нумай каларĕ. Спорта илес-тĕк - пĕлтĕр пирĕн республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем иртрĕç. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнир, унта тĕнчери чи паллă спортсменсем пухăнчĕç. Вĕсем çакăн евĕрлĕ пысăк шайри ăмăртусем Раççейре çеç мар, тĕнчере те сахал пулнине палăртрĕç. Паллах, асăннă турнира малашне тата ытларах спортсмен килĕ. Лайăх кăтартусем пулччăр тесен хальхи йышши спорт керменĕсем кирлĕ. Çакна регион Ертÿçи пĕлет тата ăнланать, ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн республикăра юлашки çулсенче çĕнĕ спорт об<екчĕсем çине-çинех уçăлаççĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

ыйтса пĕлнĕ.

Теги: