Пурнăçри чи телейлĕ çулсем…
«Хыпара» никĕсленĕренпе - 110 çул. Çав шутра 30-шĕ - Шупашкарта пурăнакан Демьян Филиппович СЕМЕНОВĂН. Вăл 1959-1971 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн литература сотрудникĕ, корреспонденчĕ, культура, литература тата искусство пайĕн заведующийĕ, редактор заместителĕ, 1974-1988 çулсенче хаçат редакторĕ пулнă.
- Пирĕн вулакана Сирĕн биографипе нумай паллаштарма кирлĕ мар. «Коммунизм ялавĕн» 4-мĕш страницинче, аялта, палăртнă «Редактор Д.Ф.Семенов» сăмахсене нумайăшĕ астăвать. Ял-хулана çитсе халăх пурнăçĕпе кăсăкланма вăхăт тупнă-и?
- 17 çул КПСС обкомĕн бюро членĕ, Чăваш АССР Аслă Канашĕн тăватă суйлавĕнчи депутачĕ пултăм. Ĕç коллективĕсен, парти активĕн пухăвĕсене, хула-район комитечĕн пленумĕсене хутшăннă. Çынсен пурнăçĕпе ĕç условийĕсене лайăх пĕлнĕ.
- Тĕлпулусенче мĕнле ыйтусене сÿтсе явнă? Малалла вулас...
Комментировать